Комсомольски районĕ
Комсомольски районĕ | |||
| |||
Патшалăх |
![]() | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет |
![]() | ||
Тытăмĕ | 12 муниципаллă йĕркеленӳ | ||
Администраци центрĕ | Комсомольски чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1939, нарăс, 22 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Идиатуллин Хасиятулла Семигуллович | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш | ||
Пурăнан халăх (2010) | 25 217 çын | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 69,2%, тутарсем — 26,2% | ||
Лаптăк | 630,30[2] çм² | ||
![]() | |||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83539 | ||
Сайчĕ | |||
Координатсем: 55°15′ с. ш. 47°30′ в. д. / 55.250° с. ш. 47.500° в. д. (G) (O) |
Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ выр. Комсомольский район) — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ — 630,3 км2.
Район администраци вырнаçнă Каçал ялĕ Шупашкартан 115 çухрăмра ларать.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патăрьел районĕ, хĕвеланăç енче — Йĕпреç районĕ, хĕвелтухăç енче - Елчĕк районĕ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1999 çул пуçламăшĕнче районăн 54 ялĕнче пурĕпе 28,2 пин çын пурăннă. Пĕр ялта вăтамран 535 çын пурăнать. Чăвашсен йышĕ — 73%, тутарсен — 23%. Кĕтне тăрăхĕнчи хăшпĕр ялсенче (Александровски, Луцки...) малтан ытларах вырăссем пурăннă пулнă.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă.
Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шăхасан кӳлли
Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ытларах пайĕпе кунта ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ӳсен-тăран ӳстерессипе вылăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр пекех аталаннă. Тырă, çĕрулми, тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тупăшлаççĕ. Вылăх-чĕрлĕхрен сысна, ĕне-вăкăр, лаша çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ тытаççĕ.
Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Районта автомобиль транспорчĕ кăна пур. Тĕп çулĕсем: Çĕрпӳ—Чĕмпĕр—Сызрань, Шупашкар—Йĕпреç—Патăрьел—Елчĕк.
Районти ял тăрăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Район 12 ял тăрăхне пайланать:
- Александровка ял тăрăхĕ — Александровски сали;
- Элпуç-Çĕрпӳел ял тăрăхĕ — Чăваш Элпуç ялĕ;
- Асанкасси ял тăрăхĕ — Асанкасси ялĕ;
- Кайнлăк ял тăрăхĕ — Йăлмахва ялĕ;
- Каçал ял тăрăхĕ — Каçал сали;
- Аслă Çĕрпӳел тăрăхĕ — Аслă Çĕрпӳел ялĕ;
- Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ — Хирти Сĕнтĕр;
- Хырхĕрри ял тăрăхĕ — Хырхĕрри ялĕ;
- Тукай ял тăрăхĕ — Чăваш Тукай сали;
- Урмаел ял тăрăхĕ — Урмаел ялĕ
- Чичак ял тăрăхĕ — Чурачăк ялĕ;
- Шурут ял тăрăхĕ — Шурут сали;
Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Агивер Фёдор Георгиевич, — чăваш прозăçи, журналист.
- Андреев Семён Иванович, — тăпра тĕпчевçи.
- Антонов Константин Михайлович, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Габайдулин Геннадий Габайдулович, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Гордеев Денис Викторович, — căвăçă, прозаик, журналист.
- Ильин Владислав Алексеевич, — вице-адмирал.
- Кабалин Иван Андреевич, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Краснов Пётр Степанович, — политика ĕçченĕ.
- Ксенофонтов Юрий Иванович, — скульптор.
- Лукиянов Сергей Пантелеймонович, — архитектор.
- Милли Алексей Прокопьевич, — чăваш публичисчĕ, сăвăçă, этнограф.
- Немчев Виктор Леонтьевич, — сăрăçă.
- Патман Николай Кириллович, — чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи.
- Валери Тургай, — сăвăçă.
- Таллеров Лаврентий Васильевич, — чăваш çыравçи.
- Титов Гермоген Титович.
- Турхан Кузьма Сергеевич, — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.
- Шемекеев Виталий Дмитриевич, — сăвăç.
- Чаржов Гурий Гурьевич, — сăвăç.
- Чернов Фёдор Николаевич, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Чернов Георгий Николаевич, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Ытарай Николай Васильевич, — ача-пăча çыравçи.
Асăрхамали[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Энциклопедия Комсомольского района = Комсомольски районӗн энциклопедийӗ / [редкол.: Г. Ф. Волков и др. ; авт.-сост. В. Я. Григорьев, Г. Н. Ксенофонтов, А. В. Григорьев]. - Чебоксары : [Новое Время], 2011 - . - 24 см. Кн. 2. - 2011. - 255 с. : ил., портр. - Библиогр.: с. 254. - 1000 экз.. - 150.00 р.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Комсомольски районĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Комсомольски |
Комсомольски районĕн ял тăрăхĕсем |
|
---|---|
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |