Именкасси (Красноармейски районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Именкасси
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Красноармейски
Ял тăрăхĕ Еншик Чуллă
Координатсем 55°47′ с. ш. 47°18′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пĕрремĕш асăну 1774
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Именкасси (Красноармейски районĕ) (Раççей)
Точка
Именкасси (Красноармейски районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Именкасси (выр. Именево) — Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрекен ял.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл Шупашкартан 45, Çĕрпӳрен 13 çухрăмра, Мăн Çавал хĕрринче вырнаçнă. 1923 çулччен Чирĕклĕ Именкасси ятлă пулнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра ялта 500 яхăн çын пурăнать. Кунта вăтам шкул, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ, библиотека пур. Хăй вăхăтĕнче Именкассинче Михаил Архангел чиркĕвĕ пулнă. Сыхланса юлман.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял ячĕ тутар чĕлхинчи имен ("юман") сăмахран йĕркеленнĕ. Историксем каланă тăрăх, Именкасси XII ĕмĕртех пуçланса кайнă. Кунтан куçса кайнă чăвашсем XVII - XVIII ĕмĕрсенелле Патăрьел тăрăхне кĕрекен Именкасси ялне йĕркелесе янă.

1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Чурачăк вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Çĕрпӳ районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Трак районне кĕнĕ. 1940 çулхи çурла уйăхĕн 16 ял Красноармейски районне кĕнĕ. 1962 çулхи раштавăн 20 яла Çĕрпӳ районне кĕртнĕ, 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шачкин, К. Ф. Чиркӳллĕ Именкасси. Çулсем. Çынсем / К.Ф. Шачкин. - Шупашкар : Çĕнĕ вăхăт, 2007. - 144 с.
  • Шачкин, К. Ф. Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ / Константин Филиппович Шачкин. — Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. — 139 с.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]