Кăтăркăр
Кăтăркăр — (кутуркур) V-VII ĕмĕрсенче Танпа Тăнай хушшинчи хирсенче куçса пурăннă анăç пăлхарсен йăхĕ. Пĕрремĕш хут кăтăркăрсене 469-488 çулсенче асăнса Тăнăварпа Тан шывĕсен хушшинчи хирсенче пурăннине палăртаççĕ. Атăл ĕмпӳн Тинĕс ятлă ывăлĕ ертсе çӳренĕ йăхран пулса кайнă пулнă шутланаççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]VI ĕмĕрте вăтăркăр текен тухăç пăлхарсен йăхĕпе вăрçса пурăннă пулнă. Унсăр пуçне Византипе тата унăн майлă халăхсемпе вăрçса пурăннă пулнă. 550 çулта кăтăркăрсем Авар хаканлăх йышне кĕнĕ. 558 çулта Сапирхан хум Византи çине тапăнать. 661 Алчăк хум хăйне Авар хаканлăхри хакан суйлавне тăратнă пулнă та, суйланман. Çĕнĕ хаканпа унăн пирки харкашу пуçланса кайнине пула кăтăркăр урти Рейн шывĕ хĕррине, Хăранк çĕрĕсем çине куçса кайнă. Такапирт, Хăранксен ĕмпĕвĕ, вĕсене малтан Паварта çĕр уйăрса панă пулнă та, анчах кайран хăйĕн çарĕпе çĕрле кăтăркăрсене тапăнса касса тăкнă пулнă. Вилĕмрен хăтăлса юлнă кăтăркăрсем Лампарта тарнă пулнă. Крăмывал, Лампарт ĕмпĕвĕ, кăтăркăрсене питĕ хапăллăн йышăнса,Равенна çумĕнчи çĕрсенче пурăнма ирĕк панă. Тепĕр пайĕ 633 çулта вăтăркăрсемпе пĕрлешсе кайнă.
Павăл Тĕйаккăн Лампартри кăтăркăрсем çинчен çапла çырса хăварнă: ...Эпир каланă вырăнта вĕсем халĕ те пурăнаççĕ, ытларах латтин чĕлхипе калаçаççĕ пулин те, хальччен те хăйсен чĕлхипе те усă кураççĕ...
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ильясов Б. С. Куртугуры, турбаслинцы, башкурты — возможна ли связь? // Народы Южного Урала и их соседи в древности и средневековье. — Уфа, 2004.
- Златарски, Васил. История на Българската държава през Средните векове, т. 1, ч. 1. Второ фототипно издание. София, Академично издателство «Марин Дринов», 1994. (Болгарский язык).
- Артамонов М. И. История хазар. // Под редакцией и с примечаниями Л. Н. Гумилёва. — Л.: Изд-во Гос. Эрмитажа, 1962. 523 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет] Хунсем |
||
---|---|---|
Импери | Тĕп хула — Гунигард
Гунналанд • Джидан • Кавказ Хун Енĕ
| |
Тытăмçăсем |
Паламар (360—378) • Балтазар (378—390) • Улдин (390 — до 409 или 410) • Донат (412-чен) • Харатон (412 тĕлн.) • Октар (430-чен) • Руа (434-чен) • Айбарс • Мундзук (390—434) • Бледа (434—444) • Атăл (434—453)
| |
Вăрçă ĕçĕ |
гот-хун • хун-дан • хун-рим • хун-висанти • хун-перс • Хун-китай
| |
Каланисем | ||
Çыхăннă темăсем | ||
Çав. пекех: Евразири юркăнсем • Ант пĕрлешĕвĕ • Скиф Ен • Ойум • Гог тата Магог • Гунор тата Магор • Авитохол • 535—536 çулсенче сивĕтни |
</noinclude>