Недао патĕнче çапăçни — историксем каланипе, 453, 454 е 455 çулта германсен çарĕ, гепидсен королĕ Ардарих ертсе пынипе, Атăл ывăлĕ Эллак ертсе пынă хунсен çарне çĕнтернипе вĕçленнĕ çапăçу.
Сава юханшывăн Недао (Nedao) е Недава (Nedava) юппи çумĕнче пулса иртнĕ. Халлĕхе паллă мар, ун чухне хăш юппине çапла палăртнă[1].
Хунсен çулпуçĕАтăл çĕре кĕрсен унăн малтанхи юнташĕсен хăйсен хушшинче вĕлкĕшсе тухнă хирĕçӳрен хыпса тухнă. Çакăн хыççăн Паннонире гепидсем хуçаланма тытăннă. Хунсен юлашкисем Хура тинĕс çеçенхирĕсене тарнă.