Контент патне куҫ

Вăтăркăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Европа 600 çулта, вăтăркăрсемпе кӳршĕ халăхсене кăтартнă.

Вăтăркăр — (утуркур) V-VII ĕмĕрсенче Танпа Кубань хушшинчи хирсенче куçса пурăннă тухăç пăлхарсен йăхĕ. Атăл ĕмпӳн Ирнак ятлă ывăлĕ ертсе çӳренĕ йăхран пулса кайнă[1].

VI ĕмĕрте кăтăркăр текен анăç пăлхарсен йăхĕпе вăрçса пурăннă пулнă. 568 çул патнелле Тĕрĕк хаканлăхĕн йышне кĕнĕ пулнă[2]. 633 çулта аварсемпе çапăçнă хыççăн хăтăлса юлнă кăтăркăрсем вăтăркăрсемпе пĕрлешеççĕ.[3] 670 çулта хасарсем вăтăркăрсене çапăçура çĕнтернĕ хыççăн вăтăркăр халăхĕ темиçĕ ушкăна пайланса каять. Пĕр ушкăнĕ 679 çулта Тан шывĕ урлă каçса Висантти ĕмпӳлĕхĕн Месĕй и Хăраккĕй ятлă тăрăхĕсене ярса илсе Пĕррĕмĕш Пăлхар патшалăхне йĕркелет[4]. Тепĕр ушкăнĕ Атăлпа Чулман Атăл хушшинче Атăлçи Пăлхар патшалăхне йĕркелесе ярать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Хасар кун-çулĕ (вырăсла) 2009 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Тĕрĕксен пулса кайнипе авар тапăнăвĕ (вырăсла)
  3. ^ Л. Н. Гумилёв Древняя Русь и Великая степь.
  4. ^ Кун-çул (вырăсла) 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.

</noinclude>