Контент патне куҫ

Кĕмĕл тумлă çар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кĕмĕл тумлă çар
Кĕмĕл тумлă çар
Жанр: сăвăлла трагеди
Автор: Марина Карягина
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 2000-мĕш çулсем
Пичетленĕ: 2011
Уйрăм кăларăм: 2012, 2017
Куçару: вырăсла—1 (куçруçă — Марина Карягина[1]), вырăсла—2 (куçаруçă — Людмила Симонова[2]) акăлчанла (куçаруçă — Вячеслав Платонов[2])

Кĕмĕл тумлă çарМарина Карягина (1969 çур.) 2000-мĕш çулсенче çырнă, 2011-мĕш çулта «Тăван Атăл» журналăн 3-мĕш номеренче пичетленсе тухнă[3]. 2012-мĕш çулта — уйрăм кăларăмăн[4]. 2017-мĕш çулта виçĕ чĕлхепе (чăваш, вырăс, акăлчан) уйрăм кĕнкекен кун çути курнă[5].

Căвăлла трагеди çуралнин историйĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллах, эпир авторăн ăшчикне кĕрсе пăхаймастпăр. Вăл, автор, хăй каласа парсан çеç. Çав вăхăтрах куçкĕрет курăнса тăракан енсем пуррине те тунмалла мар.

Хайлавăн фольклорла никĕсĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăлла трагеди текстĕнче тĕл пулакан «ама çын» ăнлав, каламасăрах паллă, «амазон» тенине ятарласа «чăвашлатнипе» пулса кайнă. Кам чăн малтан ăсталанă çавна — паллă мар.

Чăваш халăх пултарулăхĕнче, фольклорĕнче Марина Карягина трагедине тĕрев парса тăракан енсем чăнах та пур. Çавна сумлă çăлкуçсемпе те çирĕплетме пулать.

Чăваш халаплăхĕпе килĕшÿллĕн, Юракка е Чумар ятлă хĕрарăм-çарпуç, чăваш, 1000 (пин) çул каялла пурăннă[6]:35. Кунашкал халапсене фольклористсем 1914-мĕш çулта çеç мар[7], 1974-мĕш çулта та çырса илнĕ[8]

Кунашкал сăнара Çуйăн Хĕветĕрĕ те хăй пухса майлаштарнă «Улăп» эпоса Юрекке ятпа кĕртнĕ[9].

Фра-Мауро каррттин Амазониллĕ сыпăкĕ

Вăтам ĕмĕрсенчи картографсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче, Сăр шывĕпе Атăл шывĕн малтанхи юханшыв ăна юхса кĕнĕ вырăнтан анатрахри пайĕ хушшинче, Амазони текен территорие кăтартаççĕ. Уйрăммăн илсен, лыттынь саспаллисемпе çырса кăтартнă ку территорие Фра-Мауро 1459-мĕш çулта ăсталанă карттă çинче тупма пулать[10].

Карттă çинче кăтартнă тата асăннă территорин тупсăмне халииччен те уçăмлатайман-ха темелле. Сăмах май каласан, «амазон» ăнлавăн тата пулăмăн тупсăмĕсем те историксемшĕн паллах мар.

Çавнашкал тупсăмсăрлăхсене кура, ирĕксĕрех, çаксене те чăваш фольклорĕпех çыхăнтарас хистевлĕ шухăшсем те çуралаççĕ.

В. Д. Димитриев шучĕпе, амазонсем евĕрлĕ хĕрарăм-паттăрсем, — татах та сĕм аваларахри матриархат тапхăрне шута илмесен, — Хура тинĕсрен пуçласа Кăнтăр Урал таранчченхи талккăшра пурăннă авалхи сарматсен пулнă. Çав сарматсен витĕмĕпе чăвашсем тата ытти халăхсем хушшиче те çавнашкал сюжетсем çуралма пултарнă[6]:35.

Марина Карягина (малти планра)

Трагеди театр сцени çинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕн сцени синче Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагедийĕ тăрăх лартнă спектаклĕн премьери пулса иртнĕ[11].

Ытти ĕçтăвăмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2019-мĕш çулхи апрелĕн 7-мĕшĕччен (тĕп-тĕрĕс вăхăт паллă мар) Патăрьеленчи централизациленĕ библиотека Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» хайлавĕ тăрăх ирттернă викторинан пĕтĕмлетĕвĕсене палăртнă[12].

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Серебряное войско — Портал национальных культур.
  2. ^ 1 тата 2 Максимов, Николай. Пур халăхăн пĕр чĕлхе — Хыпар, 31 Çу, 2017
  3. ^ ОБЗОР ЖУРНАЛА "ТАВАН АТАЛ" №3 2011 Г. (ПРИЛОЖЕНИЕ - ЖУРНАЛ СУНТАЛ) — Национальная библиотека Чувашской Республики
  4. ^ Карягина, М. Ф. Кӗмӗл тумлӑ ҫар : [сӑвӑлла трагеди] / М. Ф. Карягина ; [Ю. Артемьев ум сӑмахӗ ; Н. М. Балтаев ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2012. – 81, [2] с. : ил., портр.
  5. ^ СОСТОИТСЯ ПРЕЗЕНТАЦИЯ КНИГ МАРИНЫ КАРЯГИНОЙ — Национальная библиотека Чувашской Республики
  6. ^ 1 тата 2 Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993, 446 с.
  7. ^ Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслав архивĕ (малалла: ЧПГИ ĂА), 1-мĕш уйрăм, 265-мĕш том, 205-211-мĕш стр. (Е. Александровăн 1914-мĕш çулхи çырсаилĕвĕ)
  8. ^ ЧПГИ ĂА, 3-мĕш уйрăм, 374-мĕш управ пĕрчи, 8-мĕш листа, 376-мĕш управ пĕрчи, 74-75-мĕш листасем (тÿнтерĕ), 469-мĕш управ пĕрчи, 56-мĕш листа (пурне те 1974-мĕш çулта çырса илнĕ).
  9. ^ Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ. Улӑп: Чӑваш эпосӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1996. — 573 с. (сăмахран, 59-мĕш страницăна пăхма пулать)
  10. ^ Фоменко И. К., Щербакова Е. И. Западный след «Казанского дракона» = The Western Trail of the “Kazan Dragon” // Золотоордынская цивилизация : Журнал. — Казань: Институт истории имени Шигабутдина Марджани Академии наук Республики Татарстан, 2017. — № 10. — С. 378—389. — ISBN УДК 929.6+347.189.7. — ISSN 2409-0875 2308-1856, 2409-0875
  11. ^ СОСТОЯЛАСЬ ПРЕМЬЕРА СПЕКТАКЛЯ "КĔМĔЛ ТУМЛĂ ÇАР" ("СЕРЕБРЯНОЕ ВОЙСКО") — ЧЕБОКСАРЫ.РУ Информационный сайт столицы Чувашии [16+]
  12. ^ Итоги викторины по книге Марины Карягиной «Кĕмĕл тумлă çар = Серебряное войско = Silver army» — Официальный портал органов власти Чувашской республики.
Nuremberg chronicles текен историлле документăн пĕр фрагменчĕ (1493)