Казанка (Казачински районĕ)
Ял
Казанка
Казанка
|
Казанка (выр. Казанка) — Красноярск крайĕнчи Казачински районĕнчи ял.
Красноярск крайĕнчи чи паллă чăваш ялесенчен пĕри. Унта 1960-мĕш çулсемчченех шкулта ачасене чăвашла вĕрентнĕ. Ялăн чăн чăвашла ячĕ те пулма пултарать. Анчах та ăна тупса палăртман.
Малтан яла "Усть-Таловка" тесе ят панă пулнă. Анчах та вăл ят çынсемшен шăл çемми пулман, Казанка теме пуçланă. Çапла вара вара шăпах «Казанка» тенине «чăн-чăн чăвашла ят» теме те май пур.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Интернетран:[1]
Жители д.Казанка отметили вековой юбилей. На него собрались чуваши не только Казачинского района, но и со всего Красноярского края. Поздравить чувашей прибыли президент региональной чувашской национально-культурной автономии Геннадий Храмов, глава Казачинского района Юрий Озерских, благочинный чувашской автономии о.Феодор, руководители сел и деревень, жители Казачинского района.
На берегу речушки собрались гости и жители Казанки для праздника. Здесь же были устроены: сцена, скамейки, подворья, шашлычницы, торговые точки. |
Тавралăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унта пурăнакан чăвашсем патне çитме çулĕ чăнахах та çывăх мар. Хусанкка — Красноярск тăрăхĕнчи Казачино районĕнчи чи аякри ял. Райцентртан малтан çыран хĕрринчи Галанино ялне çитмелле. Кайран паромпа е пăр тăрăх хывнă çулпа Енисей урлă каçмалла. Унтан тепĕр 52 çухрăм вак чул та сарса хытарман çулпа чăтлăх витĕр каймалла…
Кăçалччен (2022?) унта кĕсье телефонĕсемпе те усă курайман — çыхăну, интернет пулман.
Ытти информаци[2]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав ялта несĕлĕсен йăлисене, тăван чĕлхене упраса тĕлĕнмелле чăвашсем пурăнаççĕ. 112 çул каялла йăхташăмăрсен пирвайхи ушкăнĕ кайса тĕпленнĕ унта. Хусан кĕпĕрнинчен тухнă Трофим Ермаков Столыпин реформи вăхăтĕнче куçса кайнă чухне юхан шыв хĕрринче хитре вырăн асăрханă. Çулташсене тулăх çĕрсем, пуян вăрман илĕртнĕ. Нимĕн шухăшласа тăмасăрах вĕсем çавăнта ял пуçарнă. Ермаков хăйĕн тăванĕсем патне унта куçса пыма чĕнсе çыру янă. Йыш пысăкланса пынă. Малтанах яла юхан шыв ятне кура Усть Таловка тенĕ. Анчах ку ят çынсене килĕшмен. Хăйсен тăван тăрăхĕн ячĕпе Хусанкка теме тытăннă. Çĕпĕрти çак вырăна халăхпа пĕрле чăвашсен хăйне евĕр культури те килнĕ. Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсен автономийĕн ертӳçи Геннадий Храмов сĕннипе эпĕ çав ялта пурăнакан Ольга Васильевăпа çыхăнтăм. Пирĕн тата вĕсен вăхăт уйрăмлăхĕ — тăватă сехет. Ольга Владимировна ĕçрен таврăнса каçхи апат çиме ĕлкĕрнĕччĕ. Пирĕн патра кăнтăрла иртни икĕ сехет кăначчĕ. Шупашкартан шăнкăравласа унпа кăсăкланнăшăн вăл питĕ савăнчĕ, тĕлĕнчĕ. Хăйĕн пурнăçĕпе хаваспах паллаштарчĕ. «Ялти библиотекăра ĕçлеме тытăннăранпа кăçалхи çу уйăхĕнче 33 çул çитĕ. Ман умĕнхи библиотекарь декрет отпускне кайсан вăхăтлăх тесе кăна вырнаçнăччĕ. Халĕ 54-ра — тивĕçлĕ канăва та кунтанах тухатăп ĕнтĕ», — терĕ вăл. Ольга çав ялтах çуралса ӳснĕ. Унăн амăшĕ те унтах çут тĕнчене килнĕ. Анчах, шел те, 14 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ Владимир Иванович вара — Чăваш Енрен, Калинино районĕнчен /халĕ Вăрнар районне кĕрет/. Вăл 87-ре, ялти арçынсенчен — чи асли. Мăшăрне пытарнă хыççăн пĕчченех кун кунласа çĕр çĕрлет. Хĕрĕ Ольга ун патне кунне темиçе те пырса каять. Апат пĕçерсе çитерет, кил-çурта тасатса тăрать, вутă хутса пӳрте ăшăтать. Çĕпĕре куçса кайнă чухне Владимир пиллĕкри ача пулнă. Унăн ашшĕ Иван Иванов учительте ĕçленĕ. Килĕнче вăл Турă кĕнеки упрать тесе çăхавланă хыççăн НКВ Д çыннисем ун патне ухтарма пынă, анчах нимĕн те тупайман. Вара Иван Герасимович çемйине пуçтарса çĕрле килтен тухса кайнă. Арăмĕпе Евдокия Петровнăпа иккĕшĕн виçĕ ача пулнă, тепри Çĕпĕрте çуралнă. Иван Герасимович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăннă. Хăрах урине кассан вăл тек вăрçа кайман, Хусанккара учительте ĕçленĕ, чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Шкул директорĕ те пулнă. Ялта 7 класс вĕренмелли шкул уçтарни — унăн тивĕçĕ. Вăл 1963 çулта вилнĕ. Иван Герасимовичăн кун кĕнекине, унăн пĕртăванĕсем вăрçă хирĕнчен янă çырăвĕсене Ольга Владимировна тирпейлĕ упрать. Вĕсене пĕтĕмпех чăвашла çырнă. «Ĕлĕкхи çынсем темшĕн питĕ хитре пулнăн туйăнать. Атте çамрăк чухне кăтра çӳçлĕ чипер каччă пулнă. Аннепе пĕр ялта ӳснĕ, çамрăк чухне урама вăййа тухнă. Атте каланă тăрăх, çавăн чухне вăл ăна килĕштернĕ, хăйĕнчен ултă çул кĕçĕнскере кайран качча илнĕ. Анне — дояркăра, атте шоферта ĕçлесе ĕмĕрленĕ», — каласа кăтартрĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ.
Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Храмов Г. И. Чуваши на берегах Енисея. (Книга 1.) Этнографический обзор/ Г.И.Храмов. 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. — Красноярск, 2016. — 112 с.
- Храмов Г. И. Чуваши на берегах Енисея. Книга 2. Этнографический обзор/ Г.И.Храмов. — Красноярск, 2017. — 160 с.
- Храмов Г. И. Чуваши на берегах Енисея. Книга 3. События из жизни чувашей/ Г.И.Храмов.
- Максимов, Леонид Сергеевич. Чуваши Восточной Сибири / Л. С. Максимов; [предисл. А. И. Васильева, А. И. Иванова]. - [Иркутск, 2006] (Тип. "На Чехова"). - 234 с., [16] л. фот., цв. фот. : портр., фот., ил., табл.
- "Юлташ" из далекого Иркутска : [об издании чуваш. газ.] // Совет. Чувашия. - 2004. - 7 авг. - С. 1.
- Максимов, Л. Чувашская диаспора Приангарья // Максимов, Л. Чуваши Восточной Сибири / Л. Макимов. – Иркутск, 2006. – С. 10.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Информация: статьи, очерки, книги, документы 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. — Красноярск крайĕнчи чăвашсен сайчĕ.
- ^ Кунта çырнине Роза Власова журналист «Хыпар» хаçатра çырничен илнĕ — Хыпар 2-3 (28030-28031) №№ 13.01.2023 13 Кăрлач, 2023
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чӑвашлӑх: Енисей леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ
- Казанка
- Национально-культурная автономия чувашей «Юлташ» Иркутской области 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |