Красноармейски
|
Красноармейски (чăн чăваш ячĕ Малти Тăрак) — Чăваш Енри Красноармейски районĕн администраци центрĕ. Мăн Шетмĕн сылтăм енче вырнаçнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялăн тĕп вырăнĕ Ленин тата Çĕнтерӳн 30 çул урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта выртать. Ял çырмасемпе виçĕ пая пайланать. Кăнтăр пайĕнче ытларах пайĕ пурăнать. Кунта 2, 3, 5 хутлă çуртсем лараççĕ. Вăтам тата анăç пайсенчи çуртсем ытларах пĕр хутлă. Унта йывăç пӳртсем те тĕл пулаççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 4271 çын, çав шутра 2017 арçын, 2254 хĕрарăм пурăннă[2].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1940 ҫулчен Малти Тăрак ятлă пулнă [3].
Çул-йĕр, транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял урлă икĕ çул иртет. Çулсем яла Шупашкарпа Çĕрпӳ хулисемпе, Вăрнар паççулкипе, тата районти ытти ялсемпе çыхăнтараççĕ.
Ял аталанăвĕн планĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялăн тĕп планĕ тăрăх Ленин, Г.Степанов урамĕсенче нумай хватерлĕ çуртсем хăпартма палăртнă.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Культура тĕлĕшĕнчен ялта 200 вырăнлă клуб, вулавăш, лавккасем, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, 150 вырăнлă пульница пур.
Çуртсен картишĕсенче ачасене вылямалли вырăнсем пур.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 2002 çулхи çыравăн бази.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ *Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ял сăнĕсем
- «Чăваш Тĕнчи» сайтра вырнаçнă сăнӳкерчĕксем 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Янрарĕç Çеçпĕл сăввисем
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |