Кульццав

Кульццав | |
---|---|
Ял | |
выр. Кольцовка | |
Координатсем: | |
Патшалăх | ![]() |
Федераци субъекчĕ | ![]() |
Муниципаллă район | Вăрнар районĕ |
Муниципаллă пĕрлĕх | Кульццав ял тăрăхĕ |
Никĕçленнин вăхăчĕ | п/м |
Халăх йышĕ | 421 |
Вăхăт тăрăхĕ | MSK (UTC+3) |
- Çуллахи | MSK+1 (UTC+4) |
Почта индексĕ | 429205 |
Телефон префиксĕ | 83537XXX |
ОКАТО кочĕ | 97210844001 |
Кульццав — Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи чăн малтан вырăс ялĕ пек никĕсленнĕ пурăнакан вырăн. Ял.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Сĕве хули дворянинĕ Петр Кольцов 1745 — 1750 çулсенче чăвашсенчен тытса илнĕ çĕр çинче Кольцовка ялне туса лартнă. Крепостной хресченĕсене вăл тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă: унта Рязань, Калуга, Кострома кĕпĕрнисенчен кӳрсе килнĕ хресченсем тата Хусанпа Сĕверен илсе пынă таркăн хресченсем пулнă[1]
1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1918 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕччен Туçа вулăсне кĕнĕ, 1919 çулхи авăнăн 28 Кушлавăш вулăсне, кайран вара, вулăссемпе улăссене пĕтеричченех, каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет. Коротков С. К. Ленин ячĕллĕ колхоз председатĕле пулнă вăхăтра чапĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Колхозра 13 Социаллă ĕç паттăрĕ вăй хунă.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Михайлов Максим Дормидонтович — опера юрăçи.
- Коротков Сергей Ксенофонтович — Социаллă ĕç паттăрĕ (икĕ хут).
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Коротков Сергей Ксенофонтович в БСЭ
- РОДИНА 13 ГЕРОЕВ ТРУДА Архивленĕ 4 Утӑ уйӑхӗн 2008 çулта.
- Как жила советская молодёжь до войны
- Максим Дормидонтович ялĕнчи культура çуртне юсанă