Кушар-Юнтапа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Ен гербĕ Чăваш Ен ялавĕ
Герб Ялав
Кушар-Юнтапа ''
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Республика Чăваш Республики
Район Вăрнар районĕ
Ял тăрăхĕ Ярмушка ял тăрăхĕ
Лаптăк 413км²
Халăх йышĕ 216 (2006)
Никĕсленĕ 1883
Телефон префиксĕ +7 83244
Почта индексĕ 429000
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4

Кушар-Юнтапа Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи ял.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кушар-Юнтапа ялĕ Вăрнар посёлăк район центрĕн хĕвел анăç енче вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Тăршшĕ – 25 çухрăм. Кушар-Юнтапа Çавал юханшыв çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çул тĕлне ялта 216 çын пурăннă.

МУ СХП "Юнтапа", медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавкка.

Урамсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп урам, Çĕнĕ, Çамрăксен, Уй-хир урамĕсем

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кушар-Юнтапа ялĕ 150 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ музейри архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1883 çулта никĕсленни çинчен палăртать.


Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кушар-Юнтапа ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе çĕр ĕçтешĕсем тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтĕш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Кушар ятлă пулнă, вăл Кушар-Юнтапа ялне никĕсленĕ теççĕ.

Кушар-юнтапа ял тăрăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халĕ Ярмушка ял тăрăхне кĕрет.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.