Контент патне куҫ

Куснар (Куславка районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Куснар ялĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Куснар пӑхӑр.
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районКуславка районĕ
Координатсем55°50′53″ с. ш. 47°57′35″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ял тарăхĕн пуçлăхĕУтемов Сергей Евгеньевич
Климат тĕсĕконтинентлă
Официаллă чĕлхечăваш
Наци йышĕчăвашсем; вырăссем; ирçĕсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83534
Почтă индексĕ429434
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 219 815 000
Официаллă сайчĕhttp://gov.cap.ru/?gov_id=368
Куснар (Куславка районĕ) (Раççей)
Точка
Куснар (Куславка районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

КуснарЧăваш Енĕн Куславка районĕнчи ял. Куснар ял тăрăхĕн центрĕ.

Шупашкара çитме 75 çм, Куславкана — 24 çм, ч.-ç. чарăнăвĕ Вăрмара 20 çм. Ялтан кăнтăралла Аниш шывĕ юхать. Çурçĕртен кăнтăралла 1 çм, анăçран тухăçалла 1,25 çм.


Аслă Куснар ялĕ 1917 çулхи Октябрьти пăлхав умĕн Хусан кĕпернине, Шупашкар уесĕнчи Карач ( Никольски) вулăсне кĕнĕ. Пирĕн ял Энĕш юханшывĕн сулахай енчи лаптăкĕнче çӳллĕ мар сăртра вырнаçнă. Юнашарах – Тукай, Васнар, Чартак, хĕвелтухăç енче – Мăкрой, Энĕш, сылтăм енче Уй картиш (тепĕр майлă Малти шур) урамĕсем.

2001 çулхи январь уйăхĕнче пирĕн ялти 414 хуçалăхра – 1064 çын, Куснарпуçĕнче 76 хуçалăхра 150 çын пурăннă.

Ӗлĕк-авал Куснар ялĕ ку вырăнта пулман теççĕ. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, пирĕн ял, Энĕш шывĕн сылтăм енче, çӳллĕ мар сăрт айĕнче, Чăршкасси ялĕн масарĕ çывăхĕнчи Ямаш çырми патĕнче пулнă. Халь ку вырăна пирĕн ял çыннисем Кивçурт лаппи теççĕ.