Куславкка районĕ
Куславкка районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Куславка хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Майоров Иван Григорьевич | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш | ||
Пурăнан халăх (2010) |
19 273[2] (1,56 %, 12-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 37,3[3] çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 70% | ||
Конфесси йышĕ | православсем | ||
Лаптăк | 554,1 çм² (19-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | MSK (UTC+3) | ||
Телефон кочĕ | +7 83535 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Куславка райо́нĕ — Чăваш Ен (Раççей Федерацийĕ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).
Администраци центрĕ — Куславка хула.
Тавралахĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енре çурçĕр енче, Атăл хĕрринче вырнаçнă район. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Лаптăкĕ — 516,8 км2. Район йышне Атăлти Криуши тата ытти утравсем кĕреççĕ. Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Тутарстан вырнаçнă. Кăнтăр тат кăнтăр-хĕвеланăç енче Вăрмар районĕ, хĕвел анăç енче — Çĕрпӳ районĕ, çурçĕр-хĕвеланăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ вырнаçнă. Çурçĕр енче кăнтăр еннеле 50 çухрăма район тăсăлнă, хĕвел анăç енчен хĕвел тухăç енне — 70 çухрăма. Район администрациĕ Шупашкартан 97 çухрăмра ларакан Куславкка хулинче вырнаçнă.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 26,6 пин çын пурăннă, çав шутра 12,9 пин (48%) — хулара, 13,7 пин (52%) — ялсенче. Района пурĕпе 67 ял кĕрет, ялта ватамран 222 çын пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 53,2 çын пĕр км2 çине. Мĕнпур халăх шутĕнчен 70% ытла — чăвашсем.
1979 çулта ял çыннисен шучĕ 31,3 пине, 1989 çулта — 27,1 пине çитнĕ.
Хула çыннисем Куславккара пурăнаççĕ.
Администрациллĕ тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Куславвка хула тăрăхĕ
- Елчĕк ял тăрăхĕ
- Карач ял тăрăхĕ
- Кармăш ял тăрăхĕ
- Кунер ял тăрăхĕ
- Куснар ял тăрăхĕ
- Пăрмас ял тăрăхĕ
- Тĕмшер ял тăрăхĕ
- Тĕрлемес ял тăрăхĕ
- Энтри Пасар ял тăрăхĕ
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев Павел Алексеевич, — Хыпар хаçăтăн пĕрремĕш редакторĕсен пĕри.
- Алексеева Лариса Александровна, — спортсменка.
- Бубнов Юрий Александрович, — живописец, художник-реставратор.
- Бубнова Светлана Ивановна, — юрăçă.
- Бутяков Сергей Николаевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Вашки Иван Никифорович, — сăвăçă, прозаик, драматург, куçаруçă.
- Егоров Василий Георгиевич, — чăваш чĕлхине тĕпчекен, тюрколог.
- Иванов Валерий Павлович, — оперă юрăçи.
- Иевлев Михаил Иванович, — хирург.
- Ишутов Михаил Якимович, — копиист.
- Кириллов Сергей Александрович, — спортсмен.
- Кореньков Гаврил Алексеевич, — сăвăçă, куçăруçă.
- Краснов Николай Семёнович, — архитектор.
- Кубарев Эдуард Алексеевич, — политика çынни.
- Кузнецов Игнатий Максимович, — хирург.
- Мранька Никифор, — прозаик, драматург.
- Назыров Салих Сабирович, — архитектор.
- Орлов Александр Михайлович, — юрăçă.
- Осипов Пётр Николаевич, — писатель.
- Пашкова Надежда Николаевна, — спортсменка.
- Селиванова Зоя Павловна, — юрăçă.
- Смолин Анатолий Семёнович, — сăвăçă, куçăруçă.
- Стуриков Николай Андреевич, — вырăсла çыракан писатель, куçаруçă, журналист.
- Тимофеев Григорий Тимофеевич, — писатель-этнограф, фольклор пуçтараканĕ, вĕрентекен.
- Трубина Марфа Дмитриевна, — произаик.
- Удалов Маркиан Петрович, — чăваш драматургĕ, сăвăçи.
- Ухсай Мария Дмитриевна, — прозаик, драматург.
- Фукс Александра Андреевна, — этнограф.
- Харитонов Василий Дмитриевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Хури Макар Гордеевич, — сăвăçă.
- Чумакова Тамара Ивановна, — юрăçă.
- Шевле Михаил Васильевич, — политика çынни.
- Ырçем Ольга Ивановна, — актриса.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Куславкка районĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Куславкка хули ялсем: Акчура | Аманик | Анат Шуршу | Анчаккасси | Аялти Улмалуй | Вăлпуç | Вăрасăр | Вăрманкас | Ватнер | Воропье | Елчĕк | Йĕршер | Илепер | Кĕçĕн Карач | Кĕнер | Калуккасси | Карач | Кармăш | Кармал | Катĕркасси | Кивĕ Тĕрлемес | Криуш | Кунер | Курачкин | Куснар | Куснарпуç | Кутемер | Мăрсакасси | Мĕниçырми | Малти Чăрăшкасси | Маслă | Минкĕш | Муркар | Мушар | Пăрмас | Паймит | Пакăш | Паланкасси | Пилешкасси | Пишенкасси | Çатрăк | Çăкалăх | Çĕнĕ Тĕрлемес | Çĕньял | Çĕньял | Çирĕклĕ | Çӳлти Çулмалуй | Тĕмшер | Тĕрлемес | Туканаш | Тулпай | Услăх | Хурамал | Чашлама | Шăмалăх | Шăнчас | Ырашпулăх | Элменкасси | Энтри Пасар | Эплес | Юпсар | Якунькă |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |