Ла-Шо-де-Фон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Ла-Шо-де-Фон
La Chaux-de-Fonds
Герб
Гербĕ
Патшалăх Швейцари
Кантон (Швейцари) Невшатель
Координатсем 47°05′59″ с. ш. 6°49′46″ в. д. / 47.09972° с. ш. 6.82944° в. д. / 47.09972; 6.82944 (G) (O) (Я)Координатсем: 47°05′59″ с. ш. 6°49′46″ в. д. / 47.09972° с. ш. 6.82944° в. д. / 47.09972; 6.82944 (G) (O) (Я)
Пĕрремĕш асăну 1350
Лаптăк 55,66 çм²
Центр çӳллĕшĕ 992 м
Официаллă чĕлхе нимĕç
Вăхăт тăрăхĕ UTC+1, çулла UTC+2
Почтă индексĕ 6375
Автомобиль кочĕ UR
Официаллă код 1501
[[File:|300px|250]]
Red pog.png
Ла Шо-де-Фон

Ла-Шо-де-Фон — (фр. La Chaux-de-Fonds, ним. Tschuderifung (уст.)) — Швейцарири хула тата община, Бильпе пĕрле швейцар сехечĕсене тăвакансенчен пĕрри шутланать [1][2].

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ла-Шо-де-Фон хулин тĕп урамĕ

Ла-Шо-де-Фон хула Швейцарин анăçĕнче, Невшатель кантонăн çурçĕр-анăçĕнче, Франци чиккипе юнашар, вырнаçнă, пĕр ятлă тăрăхăн центрĕ шутланать. Ла-Шо-де-Фон Романдире виççĕмĕш шĕкĕр хула (Женевăпа Лозанна хыççăн) тата Тури Юран чи пысăк хули пулать. Хула тинĕс шайĕнчен 992 метр çӳллĕшĕнче ларать, , çапла вара, Европăра чи çӳлте вырнаçнă хуласенчен пĕрри пулать. Хулари çĕр лаптăкĕ — 55,66 км².

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ла-Шо-де-Фон пирки пĕрремĕш 1350 çулта La Chaz de Fonz тесе çырнă. XVI ĕмĕрте кунта йывăç хăмаран тунă 12 кил тăнă. Вăтăр çуллăх вăрçă иртсен, XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче, Ла-Шо-де-Фон хăвăрт аталанма тытăнать. Сехетсене ăсталама кунта XVIII емĕрĕн пуçламăшĕнче пуçланă та çав çĕрçуллăхăн вĕçнелле Ла-Шо-де-Фон индустри центрĕ пулса тăнă. 1794 çулта хулан 3/4 пайне вут-кăвар çисе ярать, çакăн хыççăн ăна çĕнĕ план тăрăх, сехет тăвакансен сĕнĕвĕсене шута илсе, туса лартнă. 1806 çулчен Ла-Шо-де-Фон Невшатель кнеçлĕхĕ шутĕнче, 1707 çулчен Пруссипе харпăр унипе çыхланнă пулнă. Каярах, 1806—1815 çулсенче Франци йышĕнче. Вена конгресĕ иртсен — Швейцар конфедерацийĕ йышĕнче, Прусси вара сюзеренăн номиналлă правине XIX ĕмĕрченех упраса юлнă.

Пурăнан халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара 37 433 çын (1.01. 2009 çул тĕлнелле) пурнать: 85,5 % — франко-швейцарсем, 3,6 % — итало-швейцарсем, 3,2 % — португалсем, 2,4 % — германо-швейцарсем. 53 % ĕçлекен çын тивĕçтерӳ сферинче, 45 % — промăçлăхра (сехет промăçлăхĕнче), 2 % — ял хуçалăхĕнче.

Паллă ентешсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çуралнă:

  • Ле Корбюзье — архитектор-модернист, кунта хăйĕн пĕрремĕш çурчĕсене тунă — сăмахран, хăйĕн çуралнă килне — Шурă виллăна (1912, 2005-па — музей), Швоб виллине, кинотеатр.
  • Луи Шевроле — автоконструктор тата авточупавçă, Chevrolet марккине тăваканĕ
  • Пьер-Жак Дроз — математик тата механик, сехетсен тата автомат-пуканесен конструкторĕ
  • Блез Сандрар — поэт, çыравçă тата эссейçĕ.

Хăйĕн швейцар эмиграцинче Ла-Шо-де-Фонре чылай хушă В. И. Ленин тата П. А. Кропоткин пурăннă.

1848 çулта Ла-Шо-де-Фонре Omega сехет фирмине йĕркеленĕ.

1895 çулта Rotary Watches фирмине йĕркеленĕ

1992 çулта Bell & Ross.сехет фирмине йĕркеленĕ

Археологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бишон гротĕнче (Grotte du Bichon) палеолит тапхăрĕнчи упа сунарçин шăммисене тупнă, унăн Y-хромосомăллă I2a гаплогруппăпа U5b1h митохондриллĕ гаплогруппăна палăртнă[3].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]