Контент патне куҫ

Лив чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патшалăхсем: Латви
Регионсем: Курземе çурçĕрĕ
Статус: пĕтес патне çитнĕ
Классификаци
Категори: Еврази челхисем
Урал çемйи
Финн-укăр турачĕ
Финн-пермь турат пайĕ
Финн-атăлçи ушкăнĕ
Балти-финн ушкăн пайĕ
Çырулăх: латиница
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: liv
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Лив чĕлхиливсен чĕлхи— балти-финн ушкăн пайĕн финн-укăр чĕлхисен йышне кĕрет. Ливсен тăван чĕлхи пулнă, халĕ калаçура усă курмаççĕ, çапах та Балти патшалăхĕсен энтузиасчĕсем вĕренеççĕ, çаплах Европăн, Латвин тата Эстонин (Тарту хули) аслă пĕлӳ керменĕсен чĕлхе факультечĕсенче ăслăх объекчĕ шутланать. в первую очередь. Хальхи ливсен чылайăшĕ леттиленнĕ е вырăсланнă. Тăван чĕлхе вырăнне 92% хальхи лив латыш чĕлхине, 8% - вырăс чĕлхине йышăнать. Лив чĕлхи калаçакан сахал пулнипе çухалма патнех çитнĕ. Чĕлхене пур енлĕ пĕлекен хĕрарăм Лив çыранĕ этнос-культура управĕнче пурăнать. 50 çын лив чĕлхине тĕрлĕ шайстепени, чĕлхене тĕпчекенсен йышĕ лив кăкĕнчен тухнă 400 яхăн çын. Тăванлă çывăх чĕлхесем — вепс, эстон, водь тата финн чĕлхисем.

Лив алфавичĕ эстон тата латыш орфографи хутăшăвĕ пулать.

Лив алфавичĕ:

Aa, Āā, Ää, Ǟǟ, Bb, Dd, Ḑḑ,
Ee, Ēē, Ff, Gg, Hh, Ii, Īī, Jj,
Kk, Ll, Ļļ, Mm, Nn, Ņņ, Oo,
Ōō, Ȯȯ, Ȱȱ, Öö, Ȫȫ, Õõ, Ȭȭ,
Pp, Rr, Ŗŗ, Ss, Šš, Tt, Țț,
Uu, Ūū, Yy, Ȳȳ, Vv, Zz, Žž
.

Малашне лив чĕлхипе каламçа тытăннă Балтине куçса килнĕ финн-укăр йăхĕсем кунта тахçанах [1] пирĕн эрăччен Х ĕмĕр тĕлне хальхи Померани территоринчен балти-славян йăхĕсем киличчен пурăннă пулнă . Йышăннă йăлапа[2] индии-европа мар чĕлхесем Балти тĕс çумĕнчи территорире пирĕн эрăччен 9.000 çулта саралнă пулнă. Финн-укăр, çаплах балт чĕлхисен аталанăвĕ пирки ĕненмелле хыпар çук, мĕншĕн тесен çак чĕлхесен чылайăшĕн XVI ĕмĕрчен çырулăхĕ пулман. Кăнтăр енчен килнĕ[3] пирĕн эрăччен 2000—1500 çулсенче килнĕ хальхи латышсемпе литвасен аслашшĕсем — балтсем —финн-укăр йăхĕсене тата вĕсен чĕлхине хальхи Латвин çурçĕрнелле тата хальхи Литван тухăçнелле темиçе ĕмĕр хушши хĕстерсе пыраççĕ. Лив чĕлхи те чакма тытăнать. Çапах та унăн субстрат сĕмĕ латыш чĕлхинче, çаплах Латвин, уйрăмах Курлянди, топонимикинче курăнать.

1991 çултанпа Латви республика ертӳçлĕхĕ лив челхине Латвин автохтон чĕлхи вырăнне хурать.

Wikimedia Incubator
Wikimedia Incubator



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  1. ^ Alenius K. Viron, Latvian ja Liettuan historia. — Jyväskylä 2000, Gummerus Kirjapaino Oy, ISBN 951-796-216-9 с. 14—15
  2. ^ Alenius K. Viron, Latvian ja Liettuan historia. — Jyväskylä 2000, Gummerus Kirjapaino Oy, ISBN 951-796-216-9 с. 13—16
  3. ^ Alenius K. Viron, Latvian ja Liettuan historia. — Jyväskylä 2000, Gummerus Kirjapaino Oy, ISBN 951-796-216-9 с. 15—19