Вепс чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вепс букварĕ

Вепс чĕлхи (вепсле: vepsän kel' ), — вепссем калаçакан чĕлхи. Балтика-финн ушкăнне кĕрекен финн-угор чĕлхи.

2002 çулхи перепись тăрăх вепс чĕлхипе калаçма пĕлекенсен шучĕ 5800. 3 дилекчĕ пур: çурçĕрри, вăррăммипе кăнтăрри.

Тĕпчени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вепс чĕлхине тĕпчеме Эллиас Лённрот пуçланă. Вăл 1853 çулта пĕрремĕш вепс чĕлхи çинчен кăтартса паракан статьине çырнă. Август Альквист 1850 çулсенче вепс пурăнакан çĕрĕ тăрăх çӳренĕ, фольклор материалне пухса шведле-вепсле сăмахсарне хатĕрленĕ. 1913 çулта пĕрремĕш вепсле-вырăсла сăмахсар тухнă. 1930 çулсенче вепс çырулăхне аталантарма пуçласан, латиница çинчен никĕслекен алфавитне усă курнă. Лениннград облаçĕнчи Видла, Ошта, Капша, Шола тата Оята хулисенче 49 пуçламăш тата 5 вăтам вепс шкулĕ уçнă. 1937 çулччен 19 шкул кĕнеки, вепсле-вырăсла сăмахсар, вуламалли кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

Вăрçă хыççăн вепс шкулĕсем хупалнă, телленмелле мар вепс чĕлхи пĕтсе кая пуçланă. Вепс чĕлхи çĕмьере калаçни валли çĕç пулса тăнă.

1990 çулсен пуçламăшĕнче лару-тăрăвĕ кăштах лайăхланнă: Карелире вепс чĕлхине аталантаракан программа ĕçлесе пырать. Вепс чĕлхипе «Kodima» ("Тăван çĕршыв") хаçат тухать.

Алфавичĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1930 çулсенче латиница усă курса çырнă:

A a Ä ä B b C c Ç ç D d E e F f
G g H h I i J j K k L l M m N n
O o Ö ö P p R r S s Ş ş T t U u
V v Y y Z z Ƶ ƶ ı

1937 кирилица çине куçтарма тăрăшнă пулин те, вăл сарăлма кайман. Паян кун диакритика паллисене усă курса латиницăпа çыраççĕ.:

A a B b C c Č č D d E e F f G g
H h I i J j K k L l M m N n O o
P p R r S s Š š Z z Ž ž T t U u
V v Ü ü Ä ä Ö ö

Пĕтĕм историнче вепс чĕлхипе 70 кĕнеке пичетленĕ. Чылайăшĕ - вĕренӳ вуламалли. Вепс чĕлхи хальхи чи паллă литература ĕçченĕ Николай Абрамов сăвăçă. Вепс чĕлхине Петразаводскри Лённрот ячĕллĕ гимназире вĕрентеççĕ, тата факультатив майĕпе Ленинград облаçĕнчи хăш-пĕр шкулсенче вĕренме май параççĕ. Çавăн пекех ăна виçĕ институтра вĕрентеççĕ: Петразоводскри университетре, Карели педагогика институтĕнче, Санкт-Петербургри патшалăх университетĕнчи Çурçĕр халăхĕсен институтĕнче.

Чĕлхе тĕслĕхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Minä pagižen vepsän kelel. (Эпĕ вепс чĕлхипе калаçатăп)
  • Minä armastan sindai. (Эпĕ сана юрататăп)
  • Kuna sinä mäned? (Ăçта эсĕ каятăн?)
  • Тоšta völ kerdan, en el'genda. (Тата кала, ăнланмастăп)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]