Контент патне куҫ

Коми чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Коми (чĕлхе) ҫинчен куҫарнӑ)
Ко́ми чĕлхи
Патшалӑхсем: Раççей
Регионсем: Коми Республики, Пермь Ен, Киров облаçĕ
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал çемьи
Финн-укăр турачĕ
Пермь ушкăнĕ
Ҫырулӑх: кириллица (коми çырулăхĕ)
Чӗлхе кочӗсем
ГОСТ 7.75–97: кои 320
ISO 639-1: kv
ISO 639-2: kom
ISO 639-3: kom, kpv
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Проект:Лингвистика
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Коми пӑхӑр.

Ко́ми чĕлхи (коми коми кыв) — коми-зырянсемпе халăхĕсен чĕлхи. Коми Республикипе Пермь Енĕнче, кăштах Киров облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче, Коль çурутравĕнче тата Çĕпĕрĕн тĕрлĕ çĕрĕсенче саралнă. Калаçакансен йышĕ 311,6 пин çын (2002, халах çыравĕ).

Чĕлхере пурĕпе 10 диалект шутланать. Литература чĕлхине Сыктывкарçум диалекчĕпе никĕсленĕ.

Коми — икĕ пермь чĕлхисенчен (урал çемьин финн-укăр турачĕ) пĕри. Виçĕ пысăк пуплеве уйăраççĕ, кашнин хăйĕн литература стандарчĕ:

Вырăс чĕлхи (литература чĕлхипе те, çаплах çурçĕр вырăс пуплевĕ ăшне путса пĕтсе пырать).

Пĕрлĕ коми-чĕлхе, В.И. Лыткин шухăшĕпе, IX—XI ĕмĕрсенче икĕ çĕрçуллăх хушши пулнă. Кайран, коми йăхĕсем миграци пулăмĕпе çурçĕре куçса кайса, авалхи коми тĕрлĕ çĕрсене саралса вырнаçнă, XIV—XV ĕмĕрсенче чĕлхе коми-зырян тата коми-пермяк чĕлхисене уйрăлса каять[1]. Коми-язьви пуплевĕ каярах, тухăс пермяксем куçса килнĕ вырăс çыннисемпе хутăшсан, пулса каять.

Антропонимика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӗп статья: Коми ячĕ
Тӗп статья: Коми хушамачĕ

Никĕс сăмахĕсен таблици

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Никĕс сăмахĕсен таблици финн-укăр урăх чĕлхисемпе пĕрле.

Коми чĕлхитӧлысьвыльмамчойвойныркуимсьӧдгӧрдвижтурунвижкӧин
уйăхçĕнĕаннеаппакаçсăмсавиççĕхурахĕрлесарăсимĕскашкăр
Урăх финн-укăр чĕлхисем
Коми-пермяк чĕлхиуйăх,тӧлiсьвильмамöсойойныркуимсьӧдгӧрдвежзелёнӧй, турунвежкӧин
Удмурт чĕлхитолэзьвыльмумы, нэнэ, анайсузэруйныркуиньсьӧдгордӵужвожкион
Мари чĕлхитылзеуаваака, шӳжарйӳднеркумшемйошкарсареужарпире
Меря чĕлхи
Ирçĕ чĕлхиководавапатяйвесудо, нерь (чĕрчунсен рыло)колмораужоякстереожопижэверьгиз
Мăкшă чĕлхитядяй
Вепс чĕлхи
Карел чĕлхи
Фин чĕлхиkuuuusiäitisisar, siskonenä, nokka (клюв)kolmemustapunainenkeltainenvihreäsusi
Эстон чĕлхиkuuuusemaõdeöönina, nokk (клюв)kolmmustpunanekollanerohelinehunt
Лив чĕлхи
Ижор чĕлхи
Водь чĕлхи
Саами чĕлхи
Манси чĕлхи
Хантă чĕлхитылщилупанкиупиатлнюлхэлумпитывыртывусыняртурнпастывой
Венгр чĕлхиhónapújanyalánytestvéréjorrháromfeketepirossárgazöldfarkas
Коми чĕлхипе çырнă тĕслĕхсем (таблицăн анат пайĕнче). Ӳкерчĕке Сыктывкарта, Коми Республикин тĕп хулинче тунă.

Грамматика пахалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вокалĕнче 7 уçă (коми-язьвинче 10) сасă, çав шутра вăтам ретрисем (ы, ӧ).

[[Консонантизм]а], удмурт чĕлхинчи пекех, 26 хупă сасă кĕрет.

Пусăмĕ кашни диалектра хăй евĕр.

Тăван удмурт чĕлхинчен хушма ӳкĕмсене (финалис, комитатив тата хăш диалектсенче — компаратив) пула уйрăлса тăрать.

Лексикинче тĕрĕк сĕмĕ, удмурт чĕлхипе танлаштарсан, хавшакрах.

Тӗп статья: Коми çырулăхĕ

Авал пермь çырулăхне (абур, анбур) Пермь Стефанĕ миссионер XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче хайланă.

XVII—XVIII ĕмĕрсенче ăна вырăс алфавичĕн никĕсĕпе тунă темиçе вариантлă çырулăх ылмаштарнă. 1917 çулчен коми чĕлхин тĕрлĕ диалекчĕпе вĕрентӳ тата чиркӳ литературине кăна пичетленĕ. 1917 çул хыççăн икĕ литература виçи — коми-зырян тата коми-пермяк пĕр пекрех алфавитлă диалект пулса тăнă. 1920 çултанпа çырăвăн молодцов алфавичĕпе (вырăс графики никĕсĕнчи улăштарнă темиçе графемăллă) тата фонематика системипе уса кураççĕ.

1930—1936 çулсенче латин саспаллисене усă курса çырнă. 1918—1930 тата 1936—1938 çулсенче Молодцов алфавитне усă курнă.

Молодцов алфавичĕ
А аБ бВ вГ гԀ ԁԂ ԃД дЕ еЖ жԄ ԅԆ ԇ
И иЈ јК кЛ лԈ ԉМ мН нԊ ԋО оП пР р
С сԌ ԍТ тԎ ԏУ уФ фХ хЧ чШ шЩ щЫ ы

1930 çултанпа алфавита латинланă, 1936 çулта каллех В. А. Молодцов алфавитне пурнăçа кĕртнĕ, 1938 çулта ана вырăс алфавитне, икĕ сасă паллипе (і, ӧ) коми-зырянĕсемпе коми-пермяксем уса куракан диграфа хушса тунă. Коми-язьви чĕлхинче і, дз сасă паллисем пур, çапах та ӱ, ө, дч хушнă.

Паянхи алфавичĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи алфавита 1938 çулта хута кĕртнĕ, унта пурĕ 35 саспалли:

Аа, Бб, Вв, Гг, Дд, Ее, Ёё, Жж, Зз, Ии, Іі, Йй, Кк, Лл, Мм, Нн, Оо, Öö, Пп, Рр, Сс, Тт, Уу, Фф, Хх, Цц, Чч, Шш, Щщ, Ъъ, Ыы, Ьь, Ээ, Юю, Яя

Саспаллисен хушшинче пĕтĕм 33 вырăс алфавичĕн саспалли тата Ii, Öö ятарлă саспаллисем.

Хисеп ячĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 20 30 40 50 60 70 80 90 100 1000
Ӧти (медводдза — пĕрремĕш) Кык Куим Нёль Вит Квайт Сизим Кӧкъямыс Ӧкмыс Дас Дас ӧти Кызь Комын Нелямын Ветымын Квайтымын Сизимдас Кӧкъямысдас Ӧкмысдас Сё Сюрс

Периодика кăларăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Раççей патшалăх чĕлхисем