Контент патне куҫ

Хантă чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патшалăхсем:
Регионсем: Хантă-Манси автономлă тăрăхĕ — Югра, Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕ, Томск облаçĕ
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал çемйи
Финн-укăр турачĕ
Укăр турачĕн пайĕ
Обь-укăр ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (хантă çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: хан 760
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: kca
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Хантă чĕлхи (кивелнĕ ячĕ остя́к) — хантă халăхĕн — Анăç Çĕпĕрĕн çурçĕрĕнче, Обьпе (унăн вăтам тата анат юхăмĕнче) Иртышăн бассейнĕнче пурăнакан аборигенсен чĕлхи. 2002 çулхи халăх çыравĕпе, хантăсен йышĕ 28,7 пин çын. Ытларахăшĕ Хантă-Мансипе (анăç районĕсемсĕр пуçне, унта мансисем пурăнаççĕ) Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсенче (25,9 пин çын), ыттисем — Томь облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче пурăнаççĕ. Хантăсен йышĕ XX ĕмĕр тăсăлăвĕпе тăнăç пулать, анчах та хантă чĕлхине тăван мар тесе калакан хантăсен шучĕ сахалланса пырать: 1959 çулта 19 410 çын хушшинче вĕсем 77 % пулаççĕ, 1970 — 68,9 % (21 138 çынтан), 1989 вара — 60,5 %. Вырăс чĕлхине пĕлекен (пĕрремĕш е иккĕмĕш тăван чĕлхе вырăнĕнче) хантă йышĕ ӳссе пырать: 70,3 % 1959 çулта, 89,4 % — 1989.

Диалектсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хантă чĕлхи питĕ вак диалект уйрăмĕсемпе палăрать. Çапах та, икĕ диалект (пуплев) ушкăнне уйăраççĕ:çурçĕр тата кăнтăр пайсенчен тытăнса тăракан анăç (хăй хантă чĕлхисем), тухăç (е кантык,çапла тухăç хантăсем хăйсене палăртаççĕ). Территорипе хутшăнса кайнă калаçусемпе диалектсем пĕр-пĕринпе çывăх, анчах аякри диалект континуумĕсем анланмалламар уйрăлса тăраççĕ.

Тĕп статья: Хантă çырулăхĕ

Хантă çырулăх вариантне тăвас пĕрремĕш ĕçсем 1868 çулта пуçланнă, ун чухне берёзов-обдор диалекчĕпе Матфей евангелине куçарнă. Латиница никĕсĕпе 1930-мĕш çулсенче обдор тата казым диалекчĕсене хатĕрленĕ, 1937 çулта кириллицăна куçарнă. Чĕлхен пĕрлĕ литература вариантне йĕркелесе яман; халĕ тăватă диалектăн çырулăх пур. Хантă чĕлхине пуçламăш классенче вĕрентеççĕ. Хантă чĕлхипе хаçатсем пичетленеççĕ.

Пĕтĕмĕшле 4 диалект валли хантă чĕлхин алфавичĕ (2000 çултанпа):

А а Ӓ ӓ Ӑ ӑ Б б В в Г г Д д Е е
Ё ё Ә ә Ӛ ӛ Ж ж З з И и Й й К к
Қ қ Л л Ӆ ӆ Ԓ ԓ М м Н н Ң ң Ӈ ӈ
О о Ӧ ӧ Ө ө Ӫ ӫ П п Р р С с Т т
У у Ӱ ӱ Ў ў Ф ф Х х Ҳ ҳ Ц ц Ч ч
Ҷ ҷ Ш ш Щ щ Ъ ъ Ы ы Ь ь Э э Є є
Є̈ є̈ Ю ю Ю̆ ю̆ Я я Я̆ я̆