Мордва чĕлхисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мордва чĕлхисемМордва республикинчи финн-угр йышне кĕрекен ирçĕпе мăкшă чĕлхисем. Нумай пĕрпеклĕх пулсан та иккĕшĕ ирĕклĕ чĕлхесем.

Мордва республикисĕр пуçне ирçĕпе мăкшă чĕлхеллĕ çынсем Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăртстанра, тата Чулхула, Оренбург, Пенза, Рязань, Самар, Саратов, Тамбовпа Чĕмпĕр облаçĕсенче пурăнаççĕ.

Мордва республикинче ирçĕпе мăкшă чĕлхисем вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхесем.

Мордва чĕлхисемпе калаçакан халăхсем ирçĕсем, мăкшăсем, шăкшăсем, терюхансем, каратайсем. Пурне те мордва тенĕччĕ. Çавна кура Мордва республикинче пĕр мордва чĕлхи пур йăнăшлăн тесе калани тăтăшах илтĕнет.

2002 çулхи Раççей халăх çыравĕнче 614 260 çын «мордва» е «ирçĕ-мордва» е «мăкшă-мордва» чĕлхипе калаçма пĕлетĕп тенĕччĕ.