Лисицина Зоя Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Лисицин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Зоя Лисицина
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă чухнехи ят Лисицина Зоя Васильевна
Çуралнă вăхăт 1952, çу, 20
Çуралнă вырăн Кăкшăм ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР,
РСФСР СССР
Патшалăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Flag of Russia.svg РФ
Профессисем вокал
Парнесем Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ

Лисицина Зоя Васильевна (1952 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕ, Кăкшăм ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР —) — паллă чăваш меццо-сопрано юрăçи, Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ[1][2].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1952 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралнă. Етĕрне районĕнчи Кăкшăм шкулĕнче вĕреннĕ чухнех актриса пулма ĕмĕтленнĕ. Çавна май ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн иксĕлми пултарулăхне Зоя чи малтан Сăр шывĕ хĕрринче ирттернĕ ĕçпе юрă уявĕсенче тата республикăри тĕрлĕ смотр-конкурсра кăтартнă, лауреат ятне тивĕçнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна музыка училищине вĕçленĕ хыççăнах Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçе илнĕ.

1974-1989 çулсенче Чăваш патшалăх ташăпа юрă ансамблĕн солисчĕ, 1989 çултанпа Чăваш патшалăх академин капеллин солисчĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Зоя Лисицына илемлĕ те çепĕç сасăпа юрланине Германири, Италири, Венгрири, Словакири, Чехири тата ытти çĕршыври ӳнере юратакансем те итленĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Гурьева, Т. Çĕнĕ çулта – аннесемпе пĕрле / Т. Гурьева, З. Лисицына ; В. Рыбкин калаçнă // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2000. – 15 кăрлач (№ 2). – С. 1. – Сăн ӳкерчĕкре: Т. Гурьева, З. Лисицына.
  • Лисицина, З. «Аттене хывнă пулас эпĕ« / З. Лисицина ; Г. Матвеева калаçнă // Ялав. – 1996. – № 1. – С. 103-106.
  • Сементер, Ю. Çуралнă ял кӳрет вăй-хал / Ю. Сементер // Ялав. – 1997. – № 8. – С. 86.
  • Сидоров, П. Уйрăлми тантăшсем / П. Сидоров // Хресчен сасси. – 2004. – 7 раштав.
  • ...А голос так дивно звучит // Сцена Чувашии. – 2007. – 19 июня. – С. 5.
  • Антипов, П. Все стали достойными людьми / П. Антипов // Знамя труда (Ядрин. р-н). – 2010. – 21 авг. – С. 2.
  • Бушуева, Л. И. Лисицына Зоя Васильевна / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 452.
  • Илюхин, Ю. А. Лисицына Зоя Васильевна / Ю. А. Илюхин // Краткая ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – С. 138.
  • Михайлова, Ф. Юбилейный концерт нашей землячки / Ф. Михайлова // Знамя труда (Ядрин. р-н). – 1996. – 23 мая.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]