Логинов Алексей Романович
Логинов Алексей Романович | |||
Çуралнă вăхăт | 11 пуш 1903 | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей Империйĕ, халь Чăваш Ен Хĕрлĕ Чутай районĕ Упукушкăнь | ||
Вилнĕ вăхăт | 28 авăн 1943 | ||
Вилнĕ вырăн | СССР, халь Украина, Чернигов облаçĕ Репкино районĕ | ||
Пăхăнулăх | СССР | ||
Çар ăрачĕ | пехота | ||
Хĕсмет çулĕсем | 1941-1943 | ||
Хисеп | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Логинов Алексей Романович, — Совет Союзăн Паттăрĕ. 1903 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Днепр урлă каçнă чухне вăрçăра пуçне хунă. Чернигов облаçĕнчи Новоселки салинче пытарнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1931 çултанпа районта милицинче ĕçленĕ. Шупашкарти юридици шкулĕнче вĕренсе тухсан, судсемпе тĕпчев органĕсенче ĕçленĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче çара илнĕ те çар ертӳçĕсене хăвăрт хатĕрлекен курсне вĕренме янă. 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен вăрçăри çапăçусенче 1183-мĕш полкăн 5-мĕш стрелоксен ротăн взвод ертӳçи пулнă. Нимĕç-фашисчĕсемпе çапăçнă чух вăл яланах хăюллăх кăтартнă.
Чернигов облаçĕнчи Новосёлки ялĕшен алăсемпе тытăçса хирĕç çапăçура тăшманăн вунпилĕк салтакпа офицера пĕтернĕ, алла яхăн нимĕçе тыткăна илнĕ. Уйрăмах Алексей Романович Днепр шывĕ урлă каçнă чухне палăрнă, анчах та тансăр-тĕнсĕр çапăçура вилмеллех аманнă. СССР Аслă Канашăн Президиум Хушнипе 1944 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче ăна Совет Союзăн Паттăрĕ ятне тивĕçтернĕ (вилнĕ хыççăн)[1].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
- Юные герои Витебщины. Минск, 1980
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 15 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 23 января (№ 4 (264)). — С. 1.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
.