Контент патне куҫ

Хĕрлĕ Чутай районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕрлĕ Чутай районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Хĕрлĕ Чутай чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1927, авăн, 5
Район администрацин пуçлăхĕ Башкиров Александр Викторович
Пурăнан халăх
19 788[3] çын (14-мĕш вырăн
Йышлăх 29,2 çын/çм²
Лаптăк 691,6 çм² (14-мĕш вырăн)
Хĕрлĕ Чутай районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83557
Почтă индексĕсем 429240
Сайчĕ
Хĕрлĕ Чутай картти

Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элĕк районĕ, кăнтăр енче Çĕмĕрле районĕ вырнаçнă.

Район администрацийĕ Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурçĕн енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.

Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.

Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм юр-çумăр çăвать.

Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, ильм тĕл пулать.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.

Администрациллĕ пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район гимнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ "Чечеклен,Чутай Ен" сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]