Луч Григорий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Григорий Луч
Çуралнă чухнехи ят: Васильев Григорий Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1931, çурла, 1
Çуралнă вырăн: Уйкас Кипек ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1998, чӳк, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç
Жанр: калав, очерк, повеç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Луч Григорий Васильевич (чăн хушамачĕ Васильев), — прозаик. 1931 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралнă. 1998 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1970 çултанпа СССР ÇП пайташĕ[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шăхасан вăтам шкулĕнче, партин Ленинградри аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Шăхасан район хаçачĕн редакциĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçат редакторĕн çумĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн çырусен уйрăмĕн заведующийĕ, парти обкомĕн пичет секторĕн заведующийĕ, «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕ, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пропоганда бюровĕн ертӳçи пулнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Очерксем, калавсем, повеçсем çырнă. Кулăшлисем чылай: «Ӳркенмен кахал», «Арăслан», «Кĕтӳç шăхличĕ», тата ыттисем те.

Кĕнекисем:

  • «Ӳркенмен кахал» (1973);
  • «Каçарăр, тархасшăн» (1982);
  • «Журавли» (Тăрнасем, вырăсла, 1969);
  • «Возвращение талисмана» (Талисман таврăнни, вырăсла, 1983);

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Чебоксары, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫулталӑк кӗнеки=книга года

Культурное наследие Чувашии

Литературная карта Чувашии