Контент патне куҫ

Людмила Семёнова ("Илем" ушкăн юрăçи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Людмила Семёнова (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Людмила Семёнова
Тулли ят паллă мар
Çуралнă вăхăт паллă мар
Çуралнă вырăн Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх СССР,
Раççей
Профессисем юрăç
Жанрсем чăваш эстради
Ушкăнсем "Илем"

Людмила Семёнова — чăваш юрăçи. XX ĕмĕр вĕçĕнче "Илем" ушкăнра (тĕрĕсрех вокалпа инструментсен ансамблĕнче темелле пулĕ) юрланă.

Кунçулĕ, пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Людмила Семёнова пирки нимĕнех те паллă мар. Интернетра вара ак мĕнле хыпар пĕлме пулать[1]:

куç умне тÿрех тепĕр чăваш поп-çăлтăрĕ, нумай чăваш каччин ĕмĕтленÿпеле аташу сăнарĕ Люда Семенова тухса тăрать. Чăваш хĕр-арăмĕн ĕмĕрхи тĕмсĕлĕвĕ, кăмăлĕ, ăшши, хавасĕпе хавалĕ, тунсăхĕ, хуйхи, юратавĕ — акă Люда Семе-нован чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕринчи имидже. Хулара çуралса ÿснĕ, анчах чăваш. Чăвашла таса юрлать. Хăйне тыткалани — ирĕклĕ, анчах чăваш чунĕ йышăнакан виçерен тухмасăр. Людăн çак сăнарĕ, тĕпрен ил сен, Казаков Хусанкайăн «Савни» ярăмĕнчи сăввисемпе çырнă юрăсемпе çыхăннă. Акă мĕнлерех хаклать ăна Татьяна Алексеева, ахăртнех, Людăна хăйне çывăх пĕлекенскер-тĕр, «Молодой коммунист» хаçатра пичетленнĕ «Сан çепĕç сассу» статйинче: «Хăй çулĕнчен çамрăкрах курăнать. Вулама юратать. Апат-çимĕç хатĕрлеме ăста. Пĕлсе, хитре тумланать. Музыкăсăр тата юрламасăр пурăнма та пултараймасть. Хăй пирки тивĕçлипех Марина Цветаева сăмахĕсемпе калама пултарнă пулĕччĕ: «Эп пурнăçа мар, музыкăна çуралнă.» Юратнă юраçсем: Алла Пугачева, Марина Капуро, Лариса Долина, Клифф Ричард, Фредди Меркьюри («<3иееп»), Стиви Уандер... Сайра йышши сасă — тасаран та таса сопрано, илĕртÿллĕ кăмăллă тембр. (Астăвасса, паллă специалистсем ун уникаллăхне палăртнăччĕ.) Чăн та, мĕнпур совет эстрадинче те илемлĕ сасăсем питех те сахал... Людмила миçе юрă юрланине халĕ шутласа кă-ларма та çук пуле. Ф. Лукинăн «Уçланкăри паланё» вара — ун репертуарĕн чăн мерченĕ. Итлекенсем, ятне пĕлмесĕр, ун пирки çатшарах калаççĕ: «Мăн тери аван юрлать агрегат завочĕн хĕрĕ «Уçланкăри палан» юрра — тĕлĕнсе каймалла!» Енчен те юрă унăн пулсан,— вал лирикăлла юрăсем патне тур-тăнать — ним иккĕленмесĕрех ăнăçу килессе калама пулать... Модăра яланах чун пулĕ-тĕр, çутă, тÿрĕ, туйамлă чун, тата — сасă, çепĕç сасă, шăпчăк сасси» (1990, 8 №, февраль 22-мĕшĕ).

Вунă çул хушши ĕнтĕ Люда "Илемре» юрлать. унта вал 1980-мёшĕнчех, музыка учнлищин дентки чухнех пынă. Чăваш эстрадны аталанăвĕ вара, тĕпрен ил сен, ялан тенĕ пекех «Илемре» пулса пынă. Ансамбль ячĕ халăхра анлă сарăлнă. Унсăр пуçне вал — чылай конкурссен çĕнтерÿçи, Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕ. Анчах кунта çакăнпа пĕрлех çакна та палăртса хăвармалла: шел пулин те, «Илем» ячĕ-шывĕ дитех те хирĕçÿллĕ. Ун йышĕ тăтăшах улшăнса тăрать, ертсе пыраканĕсем те час-часах улшăнаççĕ, çакăнпа перле, паллах,— ансамбль интересĕсемпе шыравĕсем те. Чăн та, «Илемĕн» чи пысăк ăнăçăвĕпе телейĕ — Валерий Игнатьев ушкана ертсе пынă чухне унта Люда Семеновăна чĕнсе илни. Люда пулман пулсассăн, «Илем» пулмастчĕ тесен те йăнăш мар-тăр. «Илем» хăть те хăçан та капашсăр пысăк ушкăн пулнă, ĕçсĕр аптранă музыкантсем унта яланах туллиех çапкаланса çÿренĕ. Аçта, хăçан тата мĕн вылясси вĕсемшĕн пĕрех, ĕçĕ çеç сахалтарах пултар. Вёсем пирки чăваш эстрадине чунтан парăннă тени кере-тĕнех суйни пулĕччĕ. Кулăшларах самантсем те пулман мар «Илем» историйĕнче: студире чăваш юррисене пĕччен-иккĕн çыртараççе, телевидение ÿкерĕнме вара вунпиллĕкĕн кĕпĕртетсе каяççĕ. Казаков юррисемпе ĕçленĕ тапхăра илес пулсассăн,

Владимир Михайловпа Люда Семеновасăр (тата, тен, Саша Сафроновсăр) пуçне, урăх никамах та кирлĕ пулман-тăр вĕсем.

Людмила Семёнова юрăç XX ĕмĕр вĕçĕнче "Илем" вокалпа инструменсен ансамблĕпе пĕрле Николай Казаков композитор Петĕр Хусанкайăн тата ыттисен сăввисемпе çырнă юрăсене халăх патне çитернĕ. Вăл юрăсене хальхи вăхăтра ăçта та пулин итлеме-курма май пурри е çукки паллă мар.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]