Маринин Виктор Иванович
Маринин Виктор Иванович | ||||
Çуралнă вăхăт | 1923, çурла, 5 | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Чистай районĕ, Тутар АССР РСФСР | |||
Вилнĕ вăхăт | 1943, нарăс, 20 | |||
Вилнĕ вырăн | Сергеевка, Славянка районĕ, Донецк облаçĕ, Украина | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | танк | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1941-1943 | |||
Хисеп | Шаблон:СССР, сержант | |||
Чаç | 50-мĕш танк бригадин 50-мĕш танк батальонĕ | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
МАРИНИН Виктор Иванович (1923-1943) — сержант, Совет Союзĕн Паттăрĕ[1]. Вăл Тутарстанăн Чистай хулинче çуралнă. Чăваш.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]9 класс пĕтернĕ. Чистайри автогараж хатĕрĕсен заводĕнче токарь пулса ĕçленĕ. Мотоцикл спорчĕпе кăсăкланнă, 1-мĕш разряд илнĕ. 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Чисатй военкомачĕ урлă хĕсмете чĕннĕ.
Фронтра 1943-мĕш çулхи январтен. Донецк облаçĕнчи Славянка районĕн Сергеевка сали патĕнчи çапăçусенче палăрнă. Мотоциклистсен отделенин командирĕ Маринин сержант Краматорск хули патĕнчи çапăçусенче виçĕ хутчен разведкăна кайса кашнинчех хаклă данныйсем пуçтарса килнĕ.
Песчаное сали патне çитеспе Маринин саспа транспорт группи килнине сисет. Отделенине хирте вырнаçтарать, тăшман çывхарсан пеме пуçлать. Икĕ мотоцикл арканать, вĕсем хыççăн пынă вездеход çаврăнса каялла тарать. Маринин отделенийĕ хыççăн хăвалать. Ял варринче офицер автомашинăна чарса пӳрте чупса кĕрет. Маринин темиçе граната персе ку çуртри батальон штабне пĕтерет. яЛ тăрăх куçса отделени урама чупса тухакан нимĕçсемпе техникăна пĕтернĕ. Çак çапăçура разведка группи 2 мотоцикл, вездеход, 3 тиев тата 1 çăмăл автомобиль, 50 салтак таран пĕтернĕ.
1943-мĕш çулхи нарăсăн 4-мĕш каçхине Маринин отделенине разведкăна яраççĕ. Вĕсем пехотăна хирĕç лартнă минăсене тупаççĕ. Краматорскăн çурçĕр хĕрринче танксене хирĕç тупăсен тата минометсен батарене тупаççĕ. Марининăн харсăр шухăш çурăлать: вăл пĕр картишре пытанса, кайран малти отряд тапăнсан нимĕçсен тылран тапăнса паника çĕклеме шутлать.
50-мĕш танк батальонĕн танкĕсем мотострелок батальонĕпе пĕрле юрлă хирпе хула енне ыткăннă. Гитлеровецсен оборони чĕрĕлнĕ, танка хирĕç кĕрешекен батареясем пеме тытăннă. Сасартăк тылран автоматсем пеме, гранатăсем ывăтма тытăннă. Оборона вăйĕ чакнă, танксемпе мотопехота хулана пырса кĕнĕ. Нимĕçсем васкаса Дружковки хули енне каялла чакнă. Чукун çул станцинче склад ĕçченĕсене плена илнĕ.
50-мĕш танк бригади хаклă трофейсем илнĕ: апат-çимĕç, çар пурлăхĕ.
1943-мĕш çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Сергеевкăна нимĕçсен 12 танкĕпе автомашинисем пырса кĕреççĕ. Маринин, вилнĕ салтакăн тарк пăшалне илсе тăшман танкĕсене пеме тытăнать, темиçе минут хушшинче икĕ танка аркатать. Виççĕмĕщ танкĕ Маринин сержанта йывăр амантать, анчах вăл вилес умĕн те пеме пăрахмасть.
Донецк облаçĕн Славянка районĕн Сергеевка лĕнче пытарнă. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 1943 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.
Чысланисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ
- Чистайра ун ятне пĕр урама панă, 1-мĕш шкул çинче асăну хăми вырнаçтарнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 31 марта 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 9 апреля (№ 14 (220)). — С. 1
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Маринин Виктор Иванович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
.