Совет районĕ (Мари Эл)
Совет районĕ çаран мари Совет кундем | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Мари Эл | ||
Администраци центрĕ | Совет хеп | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1921 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Епифанов Валентин Евгеньевич[2] | ||
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ | Антоничева Валентина Кузьминична[3] | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
29 398 (4,31 %) | ||
Йышлăх | 21,11 çын/çм² | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльмансем, христиансем | ||
Лаптăк | 31392,45[4] çм² (8-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83638 | ||
[ttp://mari-el.gov.ru/sovetsk Сайчĕ] | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Совет районĕ (çаран мари Совет кундем[5], выр. Советский район) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Çурçĕрте вăл республикăн Çĕнĕ Торъял районĕпе, тухăçра — Куçенер, кăнтăр-тухăçра — Моркă, кăнтăрта — Шуланкă, анăçра — Упа тата çурçĕр-анăçра — Оршанка районĕсемпе юнашар пулать.
Администраци центрĕ — хула евĕр посёлок Советский.
Районăн çĕр-шыв лаптăкĕ — 1421 çм² е 142 100 га.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1917 çулчен районăн паянкунхи территорийĕ Хусан кĕпернин Патша кокша уесĕ тата Вятка кĕпернин Яранпа Уржум уесĕсен шутне кĕнĕ.
1921 çулхи кăрлач, 15 Мари АО ревкомĕ çирĕплетнипе висĕ кантон туса хунă: Куçматемьян, Краснококша тата Сернур кантонĕсем. Район территорине Краснококша тата Сернур кантонĕ шутне кĕртнĕ.
1935 çулхи кăрлач, 25 ВЦИК йышăнăвĕпе Мари автономлă облаçĕн шутĕнче Ронга районне йĕркеленĕ.
1960 çулхи нарăç, 23 РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн Хушăвĕпе "Ронга районне" "Совет районĕ" ятне куçарнă.
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕ — 68467 га, çав шутра пуса — 56834 га.
Варман пурлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Варман 35000 га е районăн 25 % лаптăкне хуплать. Район территорийĕ кăнтăр тайги ярăмĕн чăрăш, çемçе чăрăш вăрманĕ пайне кĕрет. Район вăрманĕсенче хыр, чăрăш, çемçе чăрăш, кăштах хурăн тата ăвăс ешерет.
Шыв янтă пурлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шывлăхпа шурлăх районăн 869 га территорине йышăнать. Пысăк шывĕ — Кĕçĕн Кунтăш, Кĕçĕн Кокшакăн юппи.
Минерал янтă пурлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр айĕнчи усăллă чĕр управĕ: акшар, торф, тăм, хăйăр.
Промăçлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Советски сĕтел-пукан комбиначĕ
- Ронга чул карьерĕ
- Спирт завочĕ
Этеплĕх, çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çутĕç
- Çутĕç çурчĕсем(ĕçлемен каçă)
Палăксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 55 истори, этеплĕх тата çутçанталăк палăкĕ:
- 9 археологи
- Абаснур курган ушкăнĕ
- Колянур курган ушкăнĕ
- Прокопьев курган ушкăнĕ
- Семейки курган ушкăнĕ
- Алексеев курган ушкăнĕ (бронза тапхăрĕ - пирĕн эрăччен II пинçуллăхĕ)
- Тури Хушнур çăви
- Ронга çăви
- Тапшер кĕлĕ вырăнĕ
- 2 архитектура тата хула тăвас
- 22 истори
- 22 ландшафт
- 31 таса кати (кӱсото), халăх тĕнлĕ çармăссем чӳклесе кĕл тунă.
- Орша чиркĕвĕ (XVIII ĕмĕр)
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2006 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 30.082 пин çын пурăннă, çав шутра Советскинй посёлокĕнче — 2005 çулта 10.619 пин çын.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Предисловие // Советский район. — Йошкар-Ола: 2004. — 1500 экз. — ISBN 5-87898-263-3
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской п (рус.) — Росстат, 2023.
- ^ Структура администрации Советского муниципального района
- ^ Информация о Собрании депутатов.
- ^ Республика Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Перечень наименований населённых пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мари Эл |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула : Йошкар-Ола Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Атăл районĕ · Килемар районĕ · Куçенер районĕ · Мари Турек районĕ · Медведево районĕ · Моркă районĕ · Оршанка районĕ · Паранькă районĕ · Совет районĕ · Çернур районĕ · Çĕнĕ Торъял районĕ · Туçи Мари районĕ · Шуланкă районĕ · Юрнă районĕ Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Мари Элĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |