Микки Микули
Курӑнакан калӑплав
Микки Микули (чăн ячĕ Иванов Николай Иванович), — литература пĕлевçи. 1929 çулхи раштавăн 16 халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районне кĕрекен Лешкас Асламас ялĕнче çуралнă.
ССРП ÇП пайташĕ (1958), филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1958).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш педагогика институтĕнче, аспирантурăра пĕлӳ пухнă.
Шкулта, чăваш кĕнеке издательствинче, тĕпчев институтĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçатпа «Ялав» журнал редакциĕсенче, университетра ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Критикăлла статьясем, тĕпчев ĕçĕсем çырать. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ ăна уйрăммăн кăсăклантарать.
Пурĕ 10 ытла кĕнеке пичетленсе тухнă:
- «Чăваш сăвви»;
- «Поэзи сипечĕ»;
- «Чăваш халăх поэчĕ П. Хусанкай» (1978);
- «Поэт хавалĕ» (1984);
- тата ыттисем.
Вырăсла тухнисем:
- Время и стих (Вăхăт тата сăвă йĕрки, 1981);
- тата ыттисем.