Контент патне куҫ

Моис Иван Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Моис
Çуралнă чухнехи ят: Моисеев Иван Григорьевич
Çуралнă вăхăт: 1912, авăн, 21
Çуралнă вырăн: Турхан ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Ен, Çĕмĕрле районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 2001, авăн, 22
Вилнĕ вырăн: Тутарстан, Хусан
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи
Жанр: повеç, роман, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Моисеев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Моисеев Иван Григорьевич (1912 çул, авăн, 21, Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕ2001 çул, Хусан) — чăваш çыравçи.

1912 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă.

Нурăсри иккĕмĕш сыпăкри шкулта, Мускаври журналистика тата педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Вăрçă кунĕсенче дивизи хаçачĕн литература ĕçтешĕ пулнă. Кунта ăна малтан Шупашкарти «Канаш» хаçат редакцийĕнче пухнă пĕлӳ вырăнлă пулнă.

Вăрçă хыççăн Моис «Коммунизм ялавĕ» хаçат корреспонденчĕ, колхоз тата райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă.

2001 çулта Хусанта çĕре кĕнĕ

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1930-мĕш çулсенче «Çĕнтерӳ хирĕсенче» очерк кĕнеки (1937) тата «Çер чĕнет» калавсен пуххи (1935) тухнă. «Эпир лашман йăхĕнчен» роман çырса кăларнă. Романăн пĕрремĕш кĕнеки 1986 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă, иккĕмĕшĕ Çĕмĕрле район хаçатĕнче пичетленнĕ. Виççĕмĕшĕ вара Иван Григорьевичăн архивĕнче ал çырăвĕсем пек юлнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]