Контент патне куҫ

Мранькка Никифор Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Никифор Мранька ҫинчен куҫарнӑ)
Никифор Мораньков
Çуралнă чухнехи ят: Мораньков Никифор Фёдорович
Суя ятсем: Никифор Мранькка
Çуралнă вăхăт: 1901, ака, 10,
Çуралнă вырăн: Пилешкасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Куславка районĕ, Чăваш Ен, РФ), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1973, нарăс, 20,
Вилнĕ вырăн: Пилешкасси ялĕ, Куславка районĕ, Чăваш АССР, РСФСР.
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш драматургĕ, прозăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1930-1980
Жанр: роман, пьеса
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1971)

Никифор Фёдорович Мораньков (Никифор Мранькка, 9.6.1901, Пилешкасси ялĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Куславка районĕ, Чăваш Ен, РФ), Раççей империйĕ — 20.2.1973, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — чăваш прозăçĕ, драматургĕ[1].

ССРП ÇП пайташĕ (1939).

1901 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Шупашкар уесĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралнă.

Ялти пуçламăш шкулта, Мускаври киносценарисчĕсен курсĕсенче вĕреннĕ.

Граждан вăрçи вăхăтĕнче алла хĕçпăшал тытса Хĕрлĕ Çар ретĕнче çапăçнă, вăрçă вĕçленсен ял канашĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

1928 çулта унăн «Элнет» ятлă пĕрремĕш драмине Шупашкарти театр сцени çинче лартнă. Ун хыççăнах «Тӳнтерлене хирĕç», «Виççĕшĕ те пĕр калăпран» пьесăсене хайланă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вăл кинохроника студийĕн директорĕ, район хаçачĕн редакторĕ пулса вăй хунă. Фронтра пулнă, алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Куславка райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

1950 çулта репрессиленĕ, 1956 çулта реабилитациленĕ.

Вăрçăран таврăнсан 6 кĕнекерен тăракан «Ӗмĕр сакки сарлака» романа çырнă. 6-мĕш кĕнекине çырса пĕтереймен. 1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1971 çулта литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕпе хакланă[2]

Паллă кĕнекесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Итлĕр!» (драма, 1930);
  • «Пĕрремĕш категори» (камит, 1932)
  • «Элнет» (драма, 1933);
  • «Салют» (пьеса, 1936);
  • «Аван пурăнатпăр» (пьеса, 1938);
  • «Бурлаксем» (драма, 1941);
  • «Ӗмĕр сакки сарлака» (роман, I- 1959, 1965, 1989; II- 1960, 1967, 1989; III- 1961, 1971, IV- 1971, V- 1980);
  • «Юратнă чĕресем» (1962);
  • Гордеев Д. В., Силэм Ю. А, «Антология чувашской литературы», том I — проза, Шупашкар, 2003.
  • Алексеев В. Н. Век прожить — не поле прейти. Очерк в книге «Писатели» (Серия Библиотека Президента Чувашии") Шупашкар, 2008, стр.2003 — 213. Этот же очерк в стстеме «Литсовет».

Волчков, В. Пирĕн ентешсем – халăха çутта кăларакансем çинчен / В. Волчков // Ялав (Куславкка р–нĕ). – 1998. –21 ака.

  • Григорьев, Н. Никифор Мранькан пурнăç сакки / Н. Григорьев // Тăван Атăл. – 1991. – № 8. – С. 2–5.
  • Григорьев, Н. Пурнăçа тарăннăн тишкернĕ / Н. Григорьев // Коммунизм ялавĕ. – 1991. – 8 июнь.
  • Григорьев, Н.Г. «Емĕр сакки сарлака» романпа унăн авторĕ // Григорьев, Н. Г. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Г. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 28–38.
  • Давыдов–Анатри, В. Чăваш прозин улăпĕсем / В. Давыдов–Анатри // Тăван Атăл. – 1989. – № 7. – С. 69.
  • Eрмилов, А. Халăх юратакан кĕнеке / А. Eрмилов // Канаш (Ульяновски обл.). – 1991. – 8 июнь.
  • Уяр, Х. Тухăçлă çул : [Н. Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака», К. Турханăн «Севе Атăла юхса кĕрет» романĕсем çинчен] / Х. Уяр // Ялав. – 1961. – № 5. – С. 30-32.
  • Ялкир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
  • Андреев, М. Дон Кихот Чувашский / М. Андреев // Знамя (Козловский р–н). – 1996. – 8 июнь.
  • Волчков, В. Eго именем гордятся не только козловчане / В. Волчков // Знамя (Козловский р–н). – 1996. – 1 июня.
  • Иртышев, И. Не простили писателя за критику / И. Иртышев // Совет. Чувашия. – 1991. – 31 мая.
  • Ксенофонтов, Г. Богатырь для романа / Г. Ксенофонтов // Совет. Чувашия. – 2003. – 8 февр.
  • Ксенофонтов, Г. Н. Мранька Никифор (Мораньков Никифор Федорович) // Ксенофонтов, Г. Н. Знатные люди – выходцы из Козловского района / Г. Н. Ксенофонтов. – Козловка, 2004. – С. 37.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]