Николаев Александр Семёнович
Александр атте (Николаев Александр Семёнович, Павлушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР) — Вырăс Православи Чиркĕвĕн протоиерейĕ[1].
Халĕ Чулхула тăрăхĕнче, Кстово районĕнчи Аслă Çырма тата Семеть чиркĕвĕсенче пачăшкă вырăнĕнче ĕçлет[2].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Павлушкăнь ялĕнче çуралса ӳснĕ.
Ача чухне Тавăтри вăтам шкулта вĕреннĕ. Пиччĕшĕпе, йăмăкĕпе тăлăххăн ӳснĕ пулин те аслă пĕлӳ илме Александр питĕ тăрăшнă. Канашри медицина училищинче сиплев ĕçне вĕреннĕ. Элĕкри тĕп пульницăн "хăвăрт пулăшу" уйрăмĕнче фельдшерта ĕçлеме тытăннă.
Çар хĕсметĕнче Александр Семёновичăн Афганистанри вăрçăра пулма тӳр килнĕ. Гранатометчик пулнă, каярахпа ăна фельдшер вырăнне хоспитăле куçарнă. Чулхулари медицина институтĕнче вĕренсе тухтăр дипломне илнĕ. Çавăн пекех тухтăрта вăй хунă чухнех Чулхулари православи Академийĕнче вĕреннĕ.
Чулхула епископĕ ăна Кстово районĕнчи Аслă Çырма ялĕнчи чиркӳри пачăшкă ĕçне туса пыма хушать. Çапла ĕнтĕ ĕнерхи медицина тухтăрĕ чун-чĕм сиплевçи тивĕçне хăйĕн çине илет. Александр атте каласа панă май, ăна янă чиркĕвĕн чӳречисем пулман, алăкĕсем йăтăнса аннă. Вара çине тăрсах ĕçе пикенет çамрăк сăваплăх ĕçченĕ. Чиркĕве тĕпрен юсаса çĕнетет, юнашарах часавай туса лартать, икĕ хутлă çурт купаласа вырсарни шкулне уçать. Шкул валли тĕрлĕ тĕслĕ мусăк инструменчтне, вĕренӳ хатĕрĕсене çителĕклĕ туяннă. Чиркӳ вулавăшĕ те çав тери пуян.
Александр атте Аслă Çырмари "Трезвение" урăлăх пĕрлĕхне йĕркеленĕ, ертсе пырать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Нижегородсакая митрополия 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Указ № 249 от 17 декабря 2009 года(ĕçлемен каçă)