Контент патне куҫ

Пĕчĕк Мĕлĕш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Павлушкăнь ҫинчен куҫарнӑ)
Павлушкăнь
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЭлĕк
Ял тăрăхĕТавăт
Координатсем55°42′55″ с. ш. 46°39′34″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Почтă индексĕ429240
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001
Пĕчĕк Мĕлĕш (Раççей)
Точка
Пĕчĕк Мĕлĕш (Чăваш Ен)
Точка

Пĕчĕк Мĕлĕш е Павлушкăнь, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи, Тавăт ял тăрăхне кĕрекен ял.

Хирлеп юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Асфальт хывнă автоçулпа Хитекушкăньпе тата Хураварпа çыхăнать. Кăк ялĕпе, Хирлеппуç Мĕлĕшĕпе, тăпра çулĕ кăна.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял пĕр урамлă — Тельман урамĕ, 75 çын (2006) пурăнать.

Ӗлĕкрех "Пĕчĕк Мĕлĕш", "Çĕн ушкăн Мĕлĕш" ятсемпе паллă пулнă. Халăхра çӳрекен халапсене ĕненсе çакна калама пулать: авал 5 Мĕлĕш пĕр ял пулнă, кайран вĕсем саланса кайнă та Хуравар, Мĕлĕш, Хитек, Хирлеппуç, Торăпкасси, Çĕнушкăнь ялĕсем пулса тăнă.

1859 çул тĕлне ялта 14 кил, 47 арçынпа 37 хĕрарăм пурăннă. 1907 çул тĕлне 126 çын, 1928 ç. — 30 килте 145 çын пурăннă. Ял Элĕк чиркӳ прихутне кĕнĕ.

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]