Контент патне куҫ

Нимĕçсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Герман йăхĕсем 100400 çулсем тапхăрĕнче. Пшевори этеплĕхĕ саралнă вырăнĕ: кăнтăр Польша, кунта сĕм ĕлĕк герман тата славян йăхĕсем пурăннă.

Нимĕçсем (ним. Deutsche), — Германире пурăнакан, нимĕçле калаçакан халăх.

Нимĕç халăхĕ сарăлнă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
нимĕç чĕлхиллĕ чылай халăх çĕршывсем
Нимĕçле калаçакансем
  1. Австри (ххх)
  2. Швейцари (ххх)
  3. Бельги (70,000 яхăн)
  4. Итали (ххх)
  5. Польша (ххх)
  6. Чехи (ххх)
  7. Словаки (ххх)
  8. Раççей (ххх)
  9. Франци (ххх)
  10. Казахстан (ххх)
  11. Венгри (ххх)
  12. Бразили (ххх)
  13. Румыни (ххх)
  14. Намиби (ххх)
  15. АПШ (ххх)
  16. Парагвай (ххх)
  17. Уругвай (ххх)
  18. Нидерландсем (ххх)

Нимĕç халăхĕн кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Таса Рим империйĕ, 1512 çул.

Нимĕç этносĕн нĕсĕлĕсен шутне алемансем, баварсем, франксем, саксы, лангобардсем, маркомансем, готсем, неметсем, швабсем тата ытти герман йăхĕсем тата также кельтсемпе ретсем кĕреççĕ. Вăтам ĕмĕрсенче çак йăхсем хальхи Германи территорине йышăнса пурăннă пулнă. Герман наци аталанăвĕн ĕçне славянсем те хутшăннă. Германин пысăк пайĕнче славянсем (ободритсем, вагрсем) пурăннă.

Франксен империне 843 çулта аркатсан, Тухăç-Франк патшалăхĕ, X ĕмĕрте вăл Тевтон герман йăхĕ ячĕпе палăрнă). Нимĕçсен хăйсен ячĕ deutsch (дойч), teutā индоевропă сăмахĕнчен тухать, «халăх» тени пулать. Халĕ французсем, италисемпе испансем вĕсене алеманнсем (алеман йăхĕ), финнсем — саксем, славянсемпе венгрсем — нимĕçсем (немет йăхĕ), акăлчансем — германсем (german) тесе чĕнеççĕ.

Вăрах вăхăт Германи хăй тĕллĕ феодал çĕрĕсене пайланса тăнă, çавăнпа та паянкуна çитиех кунта швабсем, баварсем, саксонсем, франконсем тата ытти ятсем те сыхланса юлнă. Германи çĕрĕсене пуçтарас ĕçре тĕп ĕç-пуçа XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче хăватлă Прусси патшалăхĕ вылянă.

Нимĕç йăхĕсем пĕтĕмпех 1871 çулта çĕрĕсене пĕрлештернĕ хыççăн пĕр наци пулса тăраççĕ. Индустриализаци тата унпа çыхăннă халăх хуласене куçăнни те тĕрлĕ çĕрсенчи этноссен уйрăмлăхĕсене якатнă.

Хуçалăх йăла-йĕркисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурт-йĕр тăвасси енĕпе классикă каркаслă(фахверк çурчĕ) çуртсем, готикă соборĕсем. Фахверкăллă пӳртсем хуласенче те тĕл пулаççĕ.

4 тĕслĕ ял пӳрчĕсем:

  • Анат нимĕç пӳрчĕ — пĕр хутлă, каркаслă, пӳлĕмĕсем — пĕр тăрă айĕнче, ăшăтма вучахпа усă курнă, 19 ĕмĕрте кăмакапа (каминпа) ăшăннă.
  • Вăтам нимĕç пӳрчĕ — икĕ хутлă, каркаслă, пĕрремĕш хутĕнче — пурăну пайĕ, çӳлти — хушма хуçалăх пӳлĕмĕсем, хуçалăх çурчĕсем — кил картинче. Пӳртре — вучахпа кăмака.
  • Германин кăнтăрĕнче австрисенпек, альпи пӳрчĕ.
  • Баден-Вюртемберг çĕрĕнче — шварцвальд пӳрчĕ, вăтам нимĕçпе альпи варринчи евĕр.

Вырăнти уйрăлусем сĕтел-тенкелре те курăнаççĕ: çурçĕрте илмлетӳре ытларах касса туни пулать пулсан, кăнтăрта — çырса тунисем чылайрах.

Нимĕç йăлиллĕ тум-тир тĕсĕ 16-17 ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ, кайран вара 19 ĕмĕрте усă курма пăрахнă. Хĕрарăмсем корсажсем, кофтăсем, тĕрлĕ вăрăммăшлĕ юбкăсем, передники, хул çинчи тутăрсем, Çӳлти Баварире — платье. Арçынсем кĕпесем (рубахи), кĕске тата тăсăл йĕмсем, кĕске хул кĕпесем, жилетсем тăхăнса çӳренĕ, мăй тутăрĕсем çыхнă. Ура пушмакĕсем — сăран пушмакĕсем пряжками, атăсем, сайра — йывăç пушмаксем пулнă. Каярахпа кăнтăр енче тироль тумĕ хисепе тухать — кĕске йĕмсем на подтяжках, шурă кĕпе, хĕрлĕ тĕслĕ кĕске хуллă кĕпе, чĕркуççи тарин чăлха, туфльă, кайăк тĕкĕллĕ шлепке.

Апат-çимĕçĕ — хуçалăх тĕсĕнчен килет. Çурçĕр енче — çĕрулми, ыраш çăкăрĕ, кăнтăр енче — çăнăхран пĕçернĕ çимĕçсем, лапша, клецки, тулă çăкăрĕ. Сосискăсемпе тултармăшсем (кăлпассисем) нимĕçсен пĕрлĕх апат-çимĕçĕсем. Халăх ĕçекен классикăллă шĕвекĕ — сăра. Уяв çимĕçĕ — сысна пуçĕ, сысна какайĕ, хур какайĕ, карп, йӳçетнĕ купăста, çăнăхран пĕçернĕ нумай çимĕçсем — тортсем, пĕренĕксем, печенисем.

Тĕп уявĕсем — Раштавпа Çĕнĕ Çул.

Кăрлачра, нарăсра карнавалсем (тĕслĕхрен, Кёльн карнавалĕ) иртереççĕ.

Вальпурги каçĕ — чи паллă авалхи уяв, çĕр пуянлăхне халалласа тăваççĕ. Вальпурги каçне ешерекен çуркуннене асăнса ака, 30 çĕрле уявлаççĕ.

Вальпурги каçĕн ячĕ таса Вальпурги, Уимбурнă монахини ятĕнчен куçнă. Монахиньă Англирен Германие 748 çулта мăнастыре никĕслеме, уçма килнĕ. Вăл нарăс, 25 777 çулта Хайденхаймра çĕре кĕнĕ. Пурнăçĕнче ăна хисепленĕ, вилнĕ хыççăн таса вырăнне хума тытăннă. Рим тĕнĕн таса çыннисен шутĕнчи уяв кунĕ — çу, 1.

Вăтам ĕмĕрсенче тĕшмĕш ĕненĕвĕпе, Вальпурги каçĕнчи тухатмăш карчăкĕсен ĕçкĕ-çикĕ иртĕхĕсене пĕтĕм Германире, Скандинавире пуçтарăннă. Çав тухатмăш карчăксем шăпăрсем çине утланса ларса ту тăррисем çине вĕçсе çитнĕ, унта вĕсем демонсемпе, мурсемпе ĕçнĕ-çинĕ, ташланă, аскăннă.

Вальпурги каçĕ пекки Америкăра Хеллоуин шутланать.

Германири халăхсем Христос тĕнĕпе пурăнаççĕ:

Нимĕçсен суб-этнос ушкăнĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей нимĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нимĕçсем раççей ăслăлăхĕпе этеплĕхне чылай ӳсĕм кӳнĕ. Нумайăшĕсем патшалăх тата çар-вăрçă хĕсметĕсенче тăнă.

Тĕп статья: Раççей нимĕçĕсем.

  • Энциклопедия «Народы и религии мира», Мускав, 1998.
  • История зарубежной литературы, М.-1987.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.