Контент патне куҫ

Алемансем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алемансем куçса çӳрени

Алемансем е аламансем, — герман йăхĕ. Хальхи швабсен мăн аслашшĕсем пулаççĕ.

Халăх çинчен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку халăха пĕрремеш хут Аламаникус ятпа асăннă. Çапла вĕсене Рим императорĕ Каракал (вăл вĕсене пăхăнтарнă) çырса хăварнă. Хăш-пĕр роман чĕлхисенче (сăмахран, франци, итал, португал тата испан чĕлхисенче) «алеман» ятпа пĕтĕмĕшле нимĕçсене палăртаççĕ.

Пулса кайни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан вĕсем Майн юханшывăн (Рейнăн пысăк юпписенчен пĕри) тури юхăмĕнче пурăннă. Пирĕн эрăн пĕрремĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче Эльба шывĕн кăнтăр енче пурăннă. III ĕмĕрте алемансем Рим империйĕн чикки урла каçса Галлипе Италине кĕме пуçланă. V ĕмĕр вĕçĕнче франксем вĕсене хальхи Германин кăнтарпа Австрин анăç çĕрĕсем çине хĕссе кăларнă.

Ытти герман йăхĕсем пекех алемансем те Рим империне хирĕç харçа çӳренĕ, анчах та нумайăх хутшăнман.