Контент патне куҫ

Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Классикăлла механика

Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ
Истори
Çавăн пекех «Физика порталĕ»

Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ — инерцилле пуçлав тытăмĕсенче йăмлăхла пăнчăн хăвартланăвĕ сăлтав пулса тăракан тата унпа пĕр енлĕ вăйпа пропорционаллă, леш йăмлăхла пăнчăн массипе вара кутăнла пропорционаллă.

Çакна ак çапла формулăпа кăтартма пулать
кунта — ĕскерĕн хăвăртланăвĕ , — ĕскере хăвăртлану паракан вăй, ĕскерĕн масси.
Урăхларах çырас пулсан:

Çапла вара, юлашки формула, вăй — сăлтав, хăвăртлану вара тухăм (тухсатăрăм) пулнине, ятарласа тенĕ пек палăртать.

«Çутçанталăк философийĕн математикăлла пуçламăшĕсем» ĕçĕнче Исаак Ньютон çапла каланă[1]:

Куçăм шутлавлăхĕ улшăнни витерекен вăйпа пропорционаллă тата вăл çав вăйпа пĕр еннеллех.

Вĕçсĕр пĕчĕк улшăнусем патне куçсан тата куçăм шутлавлăхĕ тенине импульс терминпа улăштарсан ку ак çапла пулать:

Инерциаллă пуçлав тытăмĕсенче йăмлăхла пăнчăн импульсĕн вăхăт тĕлĕшĕнчи тăхăмĕ ăна тивекен вăйпа тан[2]:

кунта — пăнчăн импульсĕ (куçăм шутлавлăхĕ), — унăн хăвăртлăхĕ, вăхăт.

Калас пулать, Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕн юлашки çыравĕ умĕнхисенчен универсаллăрах.

Иккĕмĕш саккун классикăлла механика тулашĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Релятивизмла динамикăра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕн пек кăтартнă формули инерциаллă пуçлав тытăмĕсенче, хăвăртлăхсем çутă хăвăртлăхĕнчен чылай пĕчĕкрех чухне, çĕр процентлă тĕллĕхпе мар, анчах та кирлĕ чухлĕ шайра пурнăçланать.

Саккунăн пек кăтартнă формули вара танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕнчи (СТО) инерциаллă пуçлав тытăмĕсенче тата танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕнчи (ОТО) локаллĕ-инерциаллă пуçлав тытăмĕсенче тĕллĕхлĕн пурнăçланать, анчах та унта импульс валли урăхларах танлăхпа усă курмалла, кунта — çутă хăвăртлăхĕ[3].

Çавăн пекех Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕн релятивизмла тăватă виçĕллĕ уçлăх валли тунă анлăлатăвĕ те пур. Йăмлăхла пăнчăн тăваттă-импульсĕн хăй-вăхăт тĕлĕшĕнчи тăхăмĕ тăваттă-вăйпа тан[4]:

.

Релятивизмла динамикăра виçĕ виçĕллĕ хăвăртланăвăн векторĕ виçĕ виçеллĕ вăйăн векторне параллеллĕ мар[5].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Исаак Ньютон. Математические начала натуральной философии. — М.: Наука, 1989. — С. 40. — 690 с. — («Классики науки»). — 5000 экз. — ISBN 5-02-000747-1.
  2. ^ Сивухин Д. В. Общий курс физики. — М.: Физматлит; изд-во МФТИ, 2005. — Т. I. Механика. — С. 76. — 560 с. — ISBN 5-9221-0225-7.
  3. ^ Савельев И. В. Курс общей физики. Т. 1. Механика. Молекулярная физика. — М.: Наука, 1987. — С. 237.
  4. ^ Бугаенко Г. А., Маланин В. В., Яковлев В. И. Основы классической механики. — М.: Высшая школа, 1999. — С. 347. — ISBN 5-06-003587-5
  5. ^ Кычкин И. С., Сивцев В. И. Школьная физика: второй закон Ньютона 2019 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. // Международный журнал экспериментального образования. - 2016. № 3-2. - С. 194-197.