Контент патне куҫ

Осиек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Осиек (хорв. Osijek, ним. Esseg, венг. Eszék) — Хорватин тухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ хула. Славонире, ҫӗршывӑн тӗп хулинчен — Загребран — тухӑҫ енче, Драва юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче, Дунай юханшывне юхса кӗнӗ вырӑнтан 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Осиек — пысӑкӑшне кура Загреб, Сплит тата Риека хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш хула. Халӑх йышӗ — 108 048 ҫын (2011)[1]. Осиек-Баранья жупанин административлӑ тӗп хули.

Пӗтӗмӗшле сведенисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула ячӗ oseka сӑмахран пулса кайнӑ, хорватла вӑл шыв аннине пӗлтерет.

Осиек — пысӑк индустриллӗ центр. Хулара машина тӑвакан, ҫӑмӑл, апат-ҫимӗҫ, йывӑҫ тирпейлекен тата хими промышленноҫӗн предприятийӗсем вырнаҫнӑ. Чи паллӑ предприятисен шутӗнче — «Сапония» хими савучӗ, «Драва» шӑрпӑк хапрӑкӗ (хорв. «Drava») (1856 ҫулта никӗсленӗ) тата «Осиечково» (хорв. «Osječko») сӑра вӗретекен сӑра хапрӑкӗ.

Осиекри ӑслӑлӑхпа культура учрежденийӗсем хушшинче Штроссмайер ячӗллӗ университета (1975 ҫулта никӗсленӗ), Наци театрне, ҫӗршыври чи пысӑк аквариумлӑ Зоопарка, Славонин авалхи музейне (1877 ҫулта никӗсленӗ), Археологи музейне палӑртма пулать.

Хула кун-ҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула историйӗн тӑршшӗ 2000 ҫул ытла тӑсӑлать. Драва урлӑ каҫмалли вырӑнта авалтанпах иллирисен пурӑнмалли вырӑн пулнӑ. 131 ҫулта Адриан рим имтораторӗ хӑйӗн ирӗкӗпе кунти Мурса ятлӑ яла колони статусне тата хӑшпӗр ҫӑмӑллӑхсене панӑ.

Импери арканнӑ хыҫҫӑн хулана нумай хутчен ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. IX ӗмӗрте славянсем Славонире ҫирӗпленнӗ те славян мар халӑхсене ассимиляциленӗ. Ҫак тапхӑртан пуҫласа хула вырӑнти кнеҫсен, каярахра — венгр патшалӑхӗн аллинче пулнӑ.

1196 ҫулта хулана пӗрремӗш хут Осиек ятпа асӑннӑ. Хулан авалхи пайне (Мурса крепоҫӗн ишӗлчӗкӗсем ҫинче туса лартнӑскере) Tvrda теҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте хулана Осман империйӗ тапӑнма тытӑннӑ, 1526 ҫулта турккӑсем Балкана тапӑнса кӗнӗ вӑхӑтра вӗсем Осиека ҫӗнтерсе илнӗ те пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ. 150 ҫул пынӑ Турци влаҫӗ вӑхӑтӗнче хулана хӗвелтухӑҫ стилӗпе ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Турккӑсемпе Австри хушшинче иртнӗ Сӑваплӑ Рим империн вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1687 ҫулта Осиека Австри ҫарӗ ҫӗнтерсе илнӗ, ҫитменнине ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ӑна каллех тӗппипе тенӗ пекех аркатса тӑкнӑ.

Осиек крепоҫӗнчи Сӑваплӑ Михаил чиркӗвӗ
Осиек вокзалӗ
Осиекри трамвай

Ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче хулана каллех ҫӗнӗрен, ним ҫукран тенӗ пекех, хӑпартаҫҫӗ. 1721 ҫулта, ку тӑрӑхри ытти нумай хуласенче пекех, Осиекра хулан тӗп вырӑнӗ пулса тӑнӑ хӑватлӑ крепоҫе туса лартаҫҫӗ.

Австри империйӗ шутне кӗнӗ хыҫҫӑн хула вӑйлӑ аталанса политикӑпа суту-илӳ тӗлӗшӗнчен пысӑк центр пулса тӑрать. 1809 ҫулта Осиека ирӗклӗ патша хулин титулне панӑ. Халӑх йышӗ хӑвӑрт ӳсет — XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче Осиек Хорватин чи пысӑк хули пулнӑ.

1910 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн хулара 31 388 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 40% хорватсем, 36% — австриецсемпе нимӗҫсем, 12% — венгрсем пулнӑ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пӗтӗм Славони пекех Осиек Сербсен, хорватсен тата словенсен патшалӑхӗн (каярахпа — Югослави Патшалӑхӗн) пайӗ пулса тӑнӑ. 1941 ҫултанпа — усташсем йӗркеленӗ Никама пӑхӑнман Хорвати Патшалӑхӗн шутне кӗнӗ. 1943 ҫулта Осиекра «Glas Slavonije» хаҫата никӗсленӗ.

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Осиек — Социаллӑ федеративлӑ Югослави Республики шутӗнче.

1991 ҫулта Югослави саланнӑ хыҫҫӑн хула никама пӑхӑнман Хорватин пайӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫланнӑ вӑрҫӑра Осиека тупӑсенчен персе самай аркатнӑ пулнӑ.

Осиекран серб халӑхӗ йышлӑн пӑрахса кайнӑ, вӑрҫӑччен вӗсен йышӗ хулара 20,05% шутланнӑ. Темиҫе теҫетке серба ун чухнехи хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ Бранимир Главаш вӗлернӗ, каярахпа ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи киревсӗр ӗҫсемшӗн айӑпланӑ. Вуковаршӑн пынӑ ҫапӑҫу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хулана сербсен пайӗсем ярса илес хӑрушлӑх сиксе тухнӑ, апла пулин те мирлешесси пирки калаҫусем йӗркеленӗ хыҫҫӑн ҫак хӑрушлӑх сирӗлнӗ. Ҫавӑн чухнех Осиек ҫывӑхӗнче хорват салтакӗсем серб гражданӗсене йышлӑ вӗлернӗ. Ҫапӑҫусем чарӑннӑ хыҫҫӑн сиенленнӗ тата ишӗлнӗ ҫуртсен ытларах пайне юсаса ҫӗнетнӗ.

Хула автомобиль ҫулӗсемпе Славонски-Брод, Вуковар, Вировитица хуласемпе, ҫавӑн пекех Венгрипе, Сербипе тата Боснипе Герцеговинӑпа ҫыхӑннӑ. Хулара ҫавӑн пекех Драви ҫинче вырнаҫнӑ пысӑк юханшыв порчӗ тата чукун ҫул вокзалӗ пур.

Осиекран 20 ҫухрӑмра хула аэропорчӗ вырнаҫнӑ.

1926 ҫултанпа Осиекра трамвай ӗҫлет.

Паллӑ вырӑнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • XVIII ӗмӗрти крепоҫ. Барокко тапхӑрӗнчи лайӑх упранса юлнӑ крепоҫ. Крепоҫра сӑваплӑ Михаил чиркӗвӗ пур.
  • Сӑваплӑ Петӗрпе Павӑл соборӗ — Петӗрпе Павӑлӑн католиксен соборӗ.
  • Хулара барокко стилӗпе тунӑ австри тапхӑрӗнчи ҫуртсем чылай сыхланса юлнӑ.

Хулара ҫуралса ӳснӗ тата унта пурӑнакан паллӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӑванла хулисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Эсек // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Осиек статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.