Пăнчă (çырулăх палли)
Пăнчă — çырулăхра тĕрлĕ тĕллевсемпе усă куракан паллă. Функцисене кура чарăну палли е орфографи палли шутланать. Пăнчăна чăваш чĕлхинче çак тăрăмсенче усă кураççĕ.
- Пуплерĕш вĕçленнине палăртма (кун чухне вăл пунктуаци палли пулать).
- Сăмаха кĕскетнине палăртма (кун чухне вăл орфографи палли пулать).
Çавăн пекех пăнчă ытти хăшпĕр кăткăс чарăну паллисен (кăшкăру палли, ыйту палли, икĕ пăнчă, виçĕ пăнчă, пăнчăлăх, ...), кунсăр пуçне, Ёё саспаллин те, элеменчĕ пулса тăрать . Анчах ун пек йышра чухне ăна чарăну палли е пунктуаци палли теейместĕн.
Пăнчă паллă математикăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пăнчă паллăна математикăра икĕ тĕслĕхре уса курнине палăртмалла.
— Хутлассин паллисенчен пĕри пек.
Сăмахран,
- .
— Функцин символĕ (саспалли) тăрринче чух — вăхăт тĕлĕшĕнчен илнĕ тăхăма пĕлтерет, унта икĕ пăнчă пулсан — çавнашкал иккĕмĕш тăхăм.
Ньютонăн нотацийĕпе килĕшÿллĕн, вăхăта кăтартакан t улшăнавçăллă y функцин t тĕлĕшĕнчи пĕрремĕш тăхăмĕ çапла çырăнать
- (пăнчăллă игрек тесе вулаççĕ)
Çÿлерех шайри тахăмсемшĕн пăнчăсене ытларах лартма тивет
- (икĕ пăнчăллă игрек, виçĕ пăнчăллă игрек тесе вулаççĕ).
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пунктуацири тата орфографири паллăсем |
|
---|---|
Стандартлисем |
Пăнчă (.) • Хӳреллĕ пăнчă (,) • Пăнчăпа хӳреллĕ пăнчă (;) • Икĕ пăнчă (:) • Кăшкăру палли (!) • Ыйту палли (?, ;, ؟) • Виçĕ пăнчă (..., …) • Дефис (‐) (Дефис-минус (-) • Татăлусăр дефис (‑)) • Тире (‒, –, —, ―) • Хăлăпкасем ([ ], ( ), { }, ⟨ ⟩) • Чĕрнешке („ “, « », “ ”, ‘ ’, ‹ ›) |
Комбинацисем |
(??, ⁇) • (!!, ‼) • (?!, ⁈) • (!?, ⁉) |
Сĕннисем | |
Кутăнлисем | |
Çыру системисемпе | |
Историллисем | |
Стандартлă маррисем |
Математикăри паллăсем | |
---|---|
Хушас палли ( + ) Кăларас палли ( − ) Хутлас палли ( · е × ) Пайлас палли ( : е / ) Тымар палли ( √ ) Танлăх палли ( =, ≈, ≡ тата ур.) Танмарлăх палли ( ≠, >, < тата ур.) Вĕçсĕрлĕх ( ∞ ) Интеграл палли ( ∫ ) Факториал ( ! ) Вертикаллĕ йĕр ( | ) Градус палли ( ° ) Прайм ( ′ ) Çăлтăрчăк ( * ) Хирĕçле чалăш йĕр, бэкслеш ( \ ) Процент ( % ) Промилле ( ‰ ) Тильда ( ~ ) Тăрă ( ^ ) |