Петĕр Петти

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Петĕр Петти
Çуралнă чухнехи ят: Михайлов Пётр Петрович
Çуралнă вăхăт: 1965, пуш, 27
Çуралнă вырăн: Уйкас Кипек ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Петĕр Петти (Михайлов Пётр Петрович, (1965, пуш, 27, Уйкас Кипек ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, çур.), — чăваш çыравçи, сăвăçи, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1965 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралнă.

Петĕр Петти çĕр ĕçтĕшĕн çемйинче çуралнă. Вăрман Кипекри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1982 çулта, И. Н. Ульянов ячĕплĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕлӳ илме кĕнĕ. 1987 çулта алла диплом илнĕ çамрăка Чăваш Енĕн Куславкка районĕн «Ялав» хаçатне ĕçлеме яраççĕ. Çав çулах республикăри ачасен «Пионер сасси» (хале «Тантăш») хаçатне ĕçлеме куçать. Халĕ асăннă хаçатăн право, кăмăл-сипет пайĕн редакторĕ, чăваш çамрăкĕсен «Самант» журналăн редакторĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ун калемĕ айĕнчен сахал мар сăвă, юрă, поэма, тĕрленчĕк, очерк, калав, повесть тухнă. Район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Сил çунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ.

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]