Петров Александр Петрович
Петров Александр Петрович (1933, раштав, 13, Чăваш Ен, Муркаш районĕ, Кĕртекасси ялĕ çур.) — 1988-1990-мĕш çулсенче Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕ пулнă (CCКП ертсе пырас вăйне пĕтериччен). Истори аслăхĕсен кандидачĕ.
Ӗçри çитĕнӳсемшĕн тата нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Александр Петрова Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Ӗçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çитнĕ ятпа», «Ӗç ветеранĕ» медальсемпе чысланă, унсăр пуçне вăл РСФСР тата Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕсен Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1933 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Кĕртекасси ялĕнче çуралнă.
1951 çулта Советскинчи ватам шкултан, 1963 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи истори уйрăмĕнчен, 1971 çулта Общество ăслăлăхĕсен академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1953-1955 çулсенче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Тĕп комсомол шкулĕнче вĕреннĕ.
Ватам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Александр Петрович пĕр çул хушши тăван ялти колхозра вăй хунă: пĕрлешӳллĕ хуçалăх ĕçне хăй те хастар хутшăннă, ялти çамрăксене те активлă хутшăнтарас тĕлĕшĕпе ырми-канми ĕçленĕ. Пултаруллă та ĕçчен çамрăка часах асăрханă: 1952 çулхи ака уйăхĕнче ăна комсомолăн Советски райкомне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан пай ертӳçи, каярахпа райкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулса вăй хунă.
1956 çулта Советски районне пĕтернĕ хыççăн Александр Петровича ВЛКСМ Чăваш обкомне ĕçлеме куçараççĕ: кунта вăл малтан инструктор, пай пуçлăхĕн çумĕ, каярахпа вара обком секретарĕ пулса ĕçленĕ (1956-1963).
1963 çултанпа Александр Петров парти ĕçĕнче: ССКП Чăваш обкомĕн идеологи пайĕн ертӳçин çумĕ пулса ĕçленĕ, ăслăхпа вĕренӳ заведенийĕсен пайне ертсе пынă, Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă (1965-1968). 1974 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна парти Чăваш обкомĕн секретарьне суйланă. Ку ĕçре вăл 1985 çулхи пуш уйăхĕччен — Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн председательне уйăрса лартиччен ĕçленĕ.
1988 çулхи юпа уйăхĕнче Александр Петровича ССКП Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйланă. 1990-1991 çулсенче вăл — республикăри парти органĕсен тĕрĕслев комиссийен ертӳçи.
Александр Петровича ССКП XXVIII съезчĕн делегатне, Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма 7 хутчен, 1989 çулта СССР халăх депутатне, Чăваш АССР Аслă Канаш председателĕ пулма суйланă. Вăл хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă.
Ӗçхĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Александр Петрович ăслăлăх ĕçне те хастар туса пынă, ку таранччен унăн 100 яхăн тĕпчевĕ пичетленсе тухнă. Тĕрлĕ çулсенче пичетленсе тухнă тĕпчев ĕçĕсенче автор Чăваш республикинчи патшалăх строительствин, унăн экономика аталанăвĕн, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсем валли пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ чухлĕ хатĕрлес проблемисене тĕплĕ тишкернĕ. Юлашки талхăрта вăл ертсе пынипе архивсенче упранакан документсемпе материалсене тĕпе хурса хатĕрленĕ виçĕ кĕнеке пичетленсе тухнă. Пĕринче чăваш халăхĕн мухтавлă ывалĕ-хĕрĕсен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи хăюлăхĕпе паттăрлăхне пур енлĕн, тĕплĕн çутатса панă; тепринче Чăваш республикинче çул-йĕр тăвас ĕç 1920-1997 çулсенче аталанса пынине, унăн хальхи çитĕнĕвĕсемпе малашлăхне кăтартнă; виççĕмĕшĕнче вара республикăри потребительсен кооперацийĕн 80 çул хушшинчи аталану çул-йĕрне, хальхи ĕçĕ-хĕлне курăмлă, цифрăсемпе çирĕплетсе çырса кăтартнă.
Пичетленнĕ ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Социальный портрет сельской Чувашии. Чебоксары, 1985 (тепĕр арторпа пĕрле);
- Вслед за Гагариным и Титовым. Ч., 1992 (тепĕр авторпа пĕрле);
- Страницы немеркнущей славы (Уроженцы Чувашии на фронтах Великой Отечественной войны 1941-1945 гг. Письма, дневники и воспоминания, статьи и выступления по радио, фотографии). Рук. группы составителей и автор предисловия сб-ка документов. Чебоксары, 1995;
- Дороги Чувашии (От бездорожья до современных автодорог. Документы и материалы, воспоминания и статьи, фотографии о дорожном строительстве Чувашии. 1920-1997). Рук. группы составителей и автор предисловия сборника. Чебоксары, 1996;
- Потребительская кооперация Чувашии. 1920-2000. Документы, материалы, воспоминания, фотографии. Рук. группы составителей и автор предисловия сборника. Чебоксары, 2000.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Димитриев В.Д. Страницы немеркнущей славы // Советская Чувашия. 6 мая 1995г.;
- Димитриев В.Д. Дороги Чувашии. От бездорожья до современных автодорог: документы и материалы, воспоминания и статьи, фотографии о дорожном строительстве в Чувашии (1920-1997) // Отечественные архивы, 1999, №6;
- Димитриев В.Д. Дороги Чувашии увековечены в книге // Советская Чувашия, 3 апреля 1993 г.;
- Димитриев В.Д. О чувашских кооператорах // Советская Чувашия, 17 октября 2000 г.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку политика ĕçченĕ çинчен вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Политиксем çинчен вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Политиксем, алфавитпа
- ССКП район комитечĕсен пĕрремĕш секретарĕсем
- Чăваш АССР Аслă Канашĕн председателĕсем
- Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕсем
- РСФСР Аслă Канашĕн 11-мĕш чĕнĕвĕн депутачĕсем
- ССРП халăх депутачĕсем, РСФСР тăрăхĕсенчен
- РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн председатель çумĕсем
- ВЛКСМ енсен, облаçсен тата тăрăхсен комитечĕсен пĕрремĕш секретарĕсем
- ССКП XXVII съезчĕн делегачĕсем
- Чăваш ăсчахĕсем
- Чăваш историкĕсем
- ССКП Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕсем