Юшунев Николай Лукич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Лукин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Лукич Юшунев
Çуралнă чухнехи ят: Николай Лукич Лукин
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш патшалăхĕн ĕçченĕ, Чăваш АССР ТĔК председателĕ (авăн, 1927—пуш, 1929)
Çуралнă вырăн: Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕперни Раççей империйĕ
Гражданлăх: Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
СССРFlag of the Soviet Union (1924–1955).svg СССР
Вилнĕ вăхăт: 1942, çурла, 31
Вилнĕ вырăн: Сталинград, СССР

Николай Лукич Юшунев (паспортри хушамачĕ - Лукин) (раштав, 3, 1895, Енĕш Нарваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Тăвай районĕ) — çурла, 31, 1942, Сталинград патĕнче, вăрçă хирĕнче) — чăваш патшалăхĕн ĕçченĕ, Чăваш АССР ТĔК председателĕ (авăн, 1927—пуш, 1929). Виçĕ вăрçăна хутшăннă[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1911 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме кĕнĕ, 1916 çулта вĕçленĕ.

Çав çултах вырăс императорĕн çарне хĕсмете тăнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине кĕçĕн унтер-офицер чинĕнче хутшăннă. 1918 çулта ĔÇХÇ ретне тăнă. 1918 юпа уйăхĕнче РКП(б) пайташĕ пулса тăнă.

1918–1920 çулсенче — Çĕрпӳ уесĕн вăрçă комиссарĕ тата провизи комиссарĕ, уесĕн комсомолăн пĕрремĕш председателĕ.

1920 çулта, çуркунне, хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе граждан вăрçин Тухăç фронтне тухса кайнă, рота командирĕ, кайран батальон командирĕ пулнă.

Граждан вăрçи вĕçленсен — дивизин кĕçĕн комйышĕн вĕрентӳçи.

1923–1925 — Енĕш Нăрваш шкулĕнче (Чăваш ĕç коммуни) ачасене пĕлӳ панă, кайран халăх çутĕçĕн уйрăмĕн ертӳçи пулса тăрăшнă. РКП(б) Çĕрпӳ уес комитечĕн секретарьне суйланă, 1926–27 – Шупашкар уесĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ.


1927 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1929 çулхи пуш уйăхне çити — Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ.

1929–1931 — Чăваш АССР-ĕн Пĕтĕм Раççейри Тĕп ĕçтăвакан комитечĕ çумĕнчи Элчĕлĕхĕн пуçлăхĕ. Каярах, 1931–1933 çулсенче Пĕтĕм Раççейри Тĕп ĕçтăвакан комитетĕнче инструктор вырăнĕнче ĕçленĕ.

1938 çулăн пуçламăшĕнче «буржуази националисчĕсене» пулăшаканĕ тесе айăпланă, ăна партирен кăларнă. Вара унăн Чăваш Енрен тухса кайма тивнĕ. Челепи облаçĕнче, каярах Сарăтура шкулсенче ĕçленĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1942 çулта хăйĕн ирĕкĕпех фронта тухса кайнă. Çапăçакан çар ретĕнче Сталинграда хӳтĕленĕ.

1933 çулхи юпа уйăхĕнченпе 1935 çулхи кăрлача çитиччен — Турин МТС политуйрăмĕн пуçлăхĕ, 1937 çулхи нарăс уйăхчен - Урал облаçĕнчи ПРКП(б) Турин райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ.

1937 çулăн нарăс уйăхĕнче Шупашкара чĕнсе илнĕ, тăван çĕршывра Чăваш АССР-ĕнчи ПРКП (б) ТК çумĕнчи партин контроль комиссин тивĕçлĕ ĕçтешĕн çумĕ пулса тăрăшнă.

Çав çултах Сталинграда хӳтĕлесе пуçне хунă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Чăваш АССР влаçĕ