Контент патне куҫ

Петров Сергей Порфирьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Петров Сергей Порфирьевич (3.10.1889, Пăрмас ялĕ, Шупашкар уесĕ, (Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 10.8.1942, Долинка, Караганда облаçĕ, Казах ССР, ССРП, ГУЛАГ) — раççей революционерĕ, политика тата патшалăх ĕçченĕ. ПРКП(б) Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1926 — 1937).

Чăваш АССР ШĔХК уйрăм виçлĕхĕ йышне кĕнĕ.

1989 çулхи юпан 3-мĕшĕнче чухăн чăваш килйышĕнче çуралнă (метрикăра çырнипе)[1]. Хăйĕн автобиографинче çапла çырнă: «1903 çулта эпĕ 13 çул тултарнă пулнă, вырăнти пуçламăш училищинче вĕренсе пĕтернĕ хута илнĕ те кĕркунне, навигаци юлашки кунĕсенче, атте-аннерен вăрттăн Хусана тухса тартăм. Çапла ĕнтĕ эпĕ ялпа сывпуллашрăм». Хуласенче тăрăх çӳрерĕм, чейнĕсенче тата ресторансенче, купсасен çăмарта сортлакан базисенче, трактирсенче тата хăнасем тăракан çуртсенче ĕçлерĕм.

1907 çулăн вĕçĕнче С. Петров Самарти куккăшĕ патне куçса кайнă. Куккăшĕ кĕсле çинче вылякан мусăкçă пулнă. Кунта вара каччă гармоникăпа рояль çинче выляма хăнăхнă та трактирта мусăкçă пулса ĕçлеме тытăннă, ресторансенче те хăтланнă. 1913 çулта Сергей Порфирьевич шутлакансен курсĕнче вĕренсе тухнă та 1914 çулта вакунçă пулма вĕреннĕ[2]. Кондуктор пулса ĕçленĕ.


1916 çулта С. П. Петрова раççей çарне мобилизациленĕ.

Революцисене хутшăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Петров С. П..
  2. ^ Петров Сергей Порфирьевич.