Пиктемир Николай Никитич
Курӑнакан калӑплав
Николай Никитич Пиктемир | |
Çуралнă вăхăт: | 1906, раштав, 3 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шемшер ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1944 |
Вилнĕ вырăн: | вăрçăра |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата тăлмачĕ |
Пиктемир Николай Никитич (1906 çулхи раштавăн 3-мĕшĕ, Шемшер ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР — 1944, вăрçă хирĕ) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1906 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен Шемшер ялĕнче çуралнă.
Шемшерти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Шупашкарти тĕп педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ, «Сунтал» журналăн тата «Канаш» хаçатăн редацисен литература ĕçтешĕ пулнă.
1944 çулта вăрçăра пуçне хунă.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932 çулта унăн «Колхоз ачисем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех вăл В. Гюго, А. Чехов, М. Шолохов, М. Лермонтов, Вашингтон Ирвинг, А. Голубева тата ыттисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Çынсем унăн ачасем валли çырнă сăввисене питĕ кăмăлланă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Афанасьев П. Писатели Чувашии, Шупашкар, 2006.
- Журналисты Чувашии. - Чебоксары, 2005.
- Населенные пункты Чебоксарского района Чувашской Республики: Справочник. - Чебоксары, 2008.
- Павлов Л.П., Станьял В.П. Сторона моя Чебоксарская. - Кугеси, 1997.
- Çулталăк кĕнеки, 2001, Шупашкар, 2000.
- Шупашкар районенче суралса усне сыравсасем. - Кукес, 2002.
- Ялгир П., Чăваш литератури энциклопедийĕ. - Кукес, 2000
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пиктемир (Никитин) Николай Никитич (03.12.1906-1943), сăвăç, тăлмач 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- Совет сăвăçисем
- Совет тăлмачĕсем
- Раштавăн 3-мĕшĕнче çуралнисем
- 1906 çулта çуралнисем
- 1944 çулта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем