Портал:Чăваш Ен
Хусан Турă Амăш турăшĕ — православи турăшĕ Сăваплă Хĕр Марье Пепкипе, асамлисен хисепĕнче тăрать, турăша çырнă мелĕпе Одигитри тĕсĕнче тăрать. — Хусана 1579 -мĕш çулта çитнĕ. Вырăс Православи Чиркĕвĕн чи хисеплĕ турăшĕсенчен пĕрри.
Шупашкар кӳлмекĕ — Шупашкарăн икĕ пĕверен тытăнса тăракан культурăпа кану вырăнĕ.
Кӳлмеке иккĕ юханшыв Сăкăтапа Чебоксарка юхса кĕреççĕ. Кӳлмек çумĕнчи объектсем: Анне палăкĕ, Хĕрлĕ лапам, юрă уйĕ.
Кӳлмекре шупашкарсем канма кăмăллаççĕ. Кунта апатланма, канма пулать, шыв çинче катамаранпа та, кимĕпе те ярăнма май пур.
Кӳлмек вырăнĕнче ĕлĕк хулан кивĕ пайĕ пулнă. Шупашкар ГЭСне туса лартсан хулан çак пайĕ шыв айне пулса юлнă. Шупашкар шыв усравĕн шайне хăпартма тăхтанипе кунти çĕр пичĕ хулан сăн-питне ăмăрланă.
1996 çулта тепĕр дамбă тума йышăннă, каярах ăна «Храм çулĕ» ят панă.
Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ - Бурашникова, 1903, кăрлач, 28, Чурпай ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Етĕрне районĕ) — 1977, юпа, 6, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи тата тăлмачĕ, чăваш театрĕпе кино актриси, чăваш халăх культурин паллă ĕçченĕ.
1924-мĕш çулранпа Тани Юн хăйĕн пурнăçне яланлăхах театрпа çыхăнтарать. Чăваш драма театрĕнчи А. И. Слабодский ертсе пынă тата Чăваш патшалăх театрĕн студинче пĕлӳ пухнă. Чăваш тата вырăс драма театрĕсенче вылянă. Кунта ăна Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пулас мăшăрĕ, асăрханă.
Ят-йышсем
- Портал:Чăваш Ен/Предприятисем
- Портал:Чăваш Ен/Чаплă çынсем
- Портал:Чăваш Ен/Паттăрсем
- Портал:Чăваш Ен/Чăваш Енре çуралнă Совет Союзĕн Паттăрĕсен ят-йышĕ
- Портал:Чăваш Ен/Чăвашсен — Совет Союзĕн Паттăрĕсен ят-йышĕ
- Портал:Чăваш Ен/Раççей Федерацин Паттăрĕсен ят-йышĕ
- Портал:Чăваш Ен/Правительство пуçлăхĕсем
- Портал:Чăваш Ен/Ĕçри элита
- Портал:Чăваш Ен/Парламент ертӳçисем
- Портал:Чăваш Ен/Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи çарпуçсем
- Проект:Раççей хулисем/Урамсен ят-йышĕ/Шупашкар
- ССКП Чăваш облаç комитечĕ
Чăваш Ен темăсенче | ||
---|---|---|
Тӳре-шара • Президент • Герб • Ялав • Гимн • Администрациллĕ пайлану • Географи • Хуласем • Халăх • Истори • Экономика • Театрсем • Архитектура • Садсемпе парксем • Музейсем • Спорт • Пĕлӳлĕх • Ăслăх • Тĕн • Паллă вырăнсем • Транспорт • Радио • Телевидени • Климат • Экологи • Чӗрчунсем • Ӳсентӑрансем • Юханшывсем • Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ |