Чăваш Республикин ялавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш Енĕн ялавĕ çинчен куçарнă)
Перейти к навигации Перейти к поиску
Чăваш Республикин ялавĕ
Чăваш Ен
Раççей Федерацийĕ
Flag of Chuvashia.svg
Йĕркеленĕ 1992, ака, 29
Пропорци 5:8
Ялав авторĕ Э. М. Юрьев

Чăваш Республикин ялавĕ — чăваш патшалăхĕн ялавĕ, тăваткал пир, енĕсем 5:8 пек пулаççĕ. Ялавăн тĕп палли — «Пурнăç йывăççи» — чăваш халăхĕн вăрăм кун-çӳлĕн палли. Тĕксĕм-хĕрлĕ тĕс пирĕн халăх яланах ирĕклĕхе талпăннине кăтартать, çакă ĕнтĕ халахăн авалхи йăла-йĕркисене, чăвашсен хамăрлăхне питĕ витĕмлĕ палăртать. Ялкăш-сарă тĕс — пĕтĕм тĕнчене пурнăç хаваллакан Хĕвел тĕсĕ. Сакăркĕтеслĕ çăлтăр — чăваш орнаментĕнче питĕ анлă саралнă символ, вăл илемлĕхе тата вĕçĕмлĕ ĕçе пĕлтерет.

Ялавĕн авторĕ — Чăваш Енĕн халăх ӳнерçи Элли Михайлович Юрьев.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш патшалăх ялавĕ. 1918 çул.

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ВЦИКпа СНК РСФСР декречĕпе Чĕмпĕр кĕпернипе Хусан кĕпернин темиçе уесĕсене пĕрлештерсе Чăваш автономлă облаçне йĕркеленĕ, тĕп хули ятне Шупашкара панă. 1925 çулхи ака, 21 облаç статусĕнчен Чăваш АССРне хăпартнă. 1927 çулхи пуш, 31 II Пĕтĕмчăваш Совечĕсен съезчĕ республика гербне йышăннă, çавăн пекех ялава та йышăннă.

Чăваш патшалăх ялавĕ. 1978 çул.

Хальхи вариант[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1990 çулхи юпа, 19 республика ятĕнчен «автономлă» сăмаха пăрахăçланă, юпа, 24 çĕнĕ ята (статуса) палăртнă — Чăваш Республики. Чăваш Енĕн Аслă Канашĕ республика суверенитечĕ пирки пĕлтернĕ. Çакăн хыççăнах нацин çĕнĕ символĕсене хатĕрлес шутпа ăмăрту (конкурс) пуçарнă, анчах та унченех комиссине 100 ытла проектсем ярса панă пулнă. 1992 çулхи ака, 29 Аслă Канаш Йышăнăвĕпе Чăваш республикин ялавĕн Йĕркине çирĕплетнĕ. Çĕнĕ ялав çинчен тĕплĕнех Йĕркен 2-мĕш статьинче вулвмв пулать. Çавăн чухнех Конституцин статьисене те улшăнусем кĕртнĕ.

Герб тата ялав Чăваш Республикин 1997 çулхи утă, 1 «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» саккунĕнче çирĕплетсе палăртнă.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • А. П. Павлов, Э. М. Юрьев Государственные символы Чувашской Республики (The national emblem of the Chuvash Republic). — Шупашкар: Чувашское книжное издательство, 1995.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Раççей Федераци субъекчĕсен ялавĕсем