Портал:Чӑваш Ен ялӗсем
Чӑваш Ен ялӗсем пирки туллин паллаштаракан портал. Унӑн тӗллевӗ: кашни ял пирки вӑтам калӑпӑшлӑ статья хатӗрлесси (10–30 пин саспаллилӗ статья).
Статьяра мӗн пулмалла
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял пирки ҫырнӑ статьра ҫак пайсем пулмалла: тавралӑхне (ҫырми-ҫатри, вӑрманӗ-улӑхӗ) сӑнласа памалла, топонимика ячӗсене кӑтартмалла; историне ҫутатмалла (хӑҫан чи пӗрремӗш хут асӑннӑ, ӑҫтисем никӗсленӗ, хӑш ял тӗммине кӗнӗ; ҫӗнӗ историне ҫырнӑ чухне колхозсем йӗркеленнине, вӑрҫӑ ҫулӗсене ҫутатмалла); ял халӑхӗ пирки ҫырса памалла (халӑх йышне, мӗнле халӑх пурӑннине), паллӑ ҫынсене асӑнмалла (пурӑннӑ ҫулӗсене тата мӗн енпе палӑрнине); ялта мӗн пуррине кӑтартмалла (клуб, ФАП, шкул, лавккасем); май пур пулсан хальхи вӑхӑтра пулса иртнӗ паллӑ пулӑмсене кӑтартмалла.
Ҫӑлкуҫсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял пирки ҫырнӑ май ял тӑрӑхӗн сайтӗнчи информаципе усӑ курмалла. Ҫавӑн пекех кашни районта тенӗ пекех энциклопедисем тухнӑ, вӗсенчен информаци илме пулать.