Контент патне куҫ

Саратуштра

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Саратуштра (пӳлĕхçĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Заратуштра
Zaraθuštra
Çуралнă вăхăт п. эрч. VII-VI ĕмĕрсем
Çуралнă вырăн Эранвеж, Рей (хула)
Вилнĕ вăхăт п. эрч. VII-VI ĕмĕрсем
Вилнĕ вырăн Балх
Ашшĕ Пурушаспĕ Спитаман (йăлапа)
Амăшĕ Туктава (йăлапа)
Арăмӗ Хвови (йăлапа)
Ачисем Френи, Поручиста, Трити;
Исад-вастра, Урватат-нара, Хвара-читра (йăлапа)
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Саратуштра (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Саратуштра[1] (авест. Zaraθuštra, перс. زرتشتZartošt, грек Ζωροάστρης) — сăкăтсен паллă çынни, сăртăш тĕнне никĕслекенĕ, мăчавар, пӳлĕхçĕ. Хĕвел тухăç Иранра, Xп.эрч. VI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕ (п.эрч. 630-553 çç., пулас) пурăннă. Хăш-пĕр чăнлавсенче вăл Александр Македонскирен "258 çул маларах" пурăннă тени те тĕл пулать.

Вăл Авестăн авалхи пайне — Гатсене хайланă.

Саратуштра Спитаман ăрăвĕнчен тухнă. Ашшĕн ячĕ — Пурушаспĕ, амăшĕн — Туктава.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Саратуштра.

Саратуштра авланнă çын пулнă, темиçе ача пăхса ӳстернĕ. Сасартăк мĕнпур ĕçне пăрахса вăл пĕтĕм халăха çĕнĕ "таса тĕн" çинчен хавхаланса вĕрентме тытăннă. Çак аслă та чаплă таса тĕне ăна Ахăр-Маçа (Ахура-Мазра) е тата Маçак-Турă хăй патне Çӳлти тӳпене илсе каласа кăтартнă. Тӳпе хапхи уçăлсан Саратуштра чăн-чăн Çутта курать, çак асама "Авеста" кĕнекинче питĕ тĕплĕн палăртнă. Вара Саратуштра Чăнлăх мĕнне ăнланса илет. Çичĕ хутчен вăл Маçак-турăна хăйне яланлăхах Çӳлти тӳпене илме ыйтать. Анчах Маçак-турă ăна пурнăç çулне палăртса парать: Саратуштрăн çĕр çинчи çулĕ — кашни çын чун-чĕринче чăн-чăн çутă çутасси.

Саратуштрăн çĕнĕ тĕнĕ çав тапхăршăн питĕ малта тăракан ĕненӳ пулнă. Вăл çынсене вĕлерсе чӳк тунине хирĕç тăнă, унăн вĕрентĕвĕ çĕр ĕçне лайăхлатма, çутçанталăк пулăмĕсене ăнланма пулăшнă. Вăл тĕрлĕ йăхсене мирлĕ, килĕшӳллĕ пурăнма, кил-çурт вучахне упрама чĕннĕ. Авалхи вуншар турра манса вăл пĕртен-пĕр чи аслă турра Ахăр-Маçана (Маçака) пуççапма вĕрентнĕ. Çак тĕне тытса сăкăтсем çĕнĕрен чăмăртанма, хăйсен авалхи культурине тĕпе хурса иккĕмĕш термен пуçлама хал çитернĕ.

Саратуштра вĕрентнипе Ахăр-турă пирĕштисемпе пĕрле çĕр çине анать. Çак вăхăта "ахăрсамана" тенĕ. Ун чухне вилнисем пурте чĕрĕлсе тăраççĕ. Ахăр-турă вара çынсене явăп тыттарать, никамăн нимле çылăхне те сиктерсе хăвармасть. Никамăн нимле ырă ĕçне те палăртмасăр иртмест... Ахăр-турăна хирĕç тăракан усал — Анкă-Минкĕ (Ангра-Майн) е Ахриман. Вăл пĕтĕм Çутта варалать, Чăнлăха хуплать. Тĕнче чи таса пулăмĕсенчен пĕри — Шыв.

Çав тĕнĕн чи пысăк тасату вăййи — вут е кăвар. Чăвашсем те вутта та, кăвара та пуççапасси çак тĕнрен килет ĕнтĕ. Кăвар-турă çинчен В.Ф.Каховский "Происхождение чувашского народа" кĕнекере çырать. "Çĕнĕ вут" йăли те, Кăвар-турă йăлисене чăваш йăхĕсем питĕ авал, Вăтам Азире пурăннă чухне, илнĕ пулас. "Авеста" кĕнекере çырнă "Эй, Вут-Ама, Вут-Аçа, Эсир Хĕвелĕн йăмăкĕпе шăллĕ..." сăмахсене чăвашсем авалхи кĕлĕсенче асăннă. Саратуштра пуçарса çирĕплетнĕ, йĕркелесе янă тĕн — авалхи чи чаплă, чи çутă, чи сарăлнă тĕнсенчен пĕри. Вăл Атăлçирен пуçласа Иран, Инди, Китай таран сарăлнă. Индире паянкун та Саратуштра панă çут тĕнпе пурăнакансем чылай.

Сăкăт ăсчăхĕ, чăвашсен мăн аслашшĕсенчен чаплăран та чаплă ывăлĕ Саратуштра çитмĕл çичĕ çула çитиччен пурăннă. Вăл, Магомет пек, çынсене пăхăнтарса, тĕрлĕ халăхсене хĕçпе çĕнтерсе хуçаланма е хăш-пĕр пӳлевсем пек хăйне Турă ывăлĕ теме тăрăшман. Хăйĕн ырă вĕрентĕвĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлсан та, вăл ахаль çын пек çеç пурăннă, пуринпе те пĕрле сăваплă вырăнта кĕлтунă, тертленекенсене ырă канашпа пулăшнă, чирлисене сипленĕ.

Саратуштрăн Çĕнĕтӳллĕхĕ ирансен тĕнне урăхлатать, ăна абстрактлă характер парать. Саруштă пантеонĕн шĕкĕр турăшĕсем абстрактлă ĕмĕтсемлĕ: Ахăр-Маçа (ăс-халлă господин), Хшатра Вария (чи лайăх патшалăх), Хоурватат (туллилăх), Амертат (вилĕмсĕрлĕх), Воху Мана (ырă шухăш), Аша Вахишта (лучшая праведность), Спэнта Армати (таса сапăрлăх), Сраоша (итлемлĕх). Саратуштрă Ари пантеонĕн турăшĕсемпе кĕрешнĕ, çавсенчен хăшĕсене демонсем шутне куçарнă, усалăхпа мрака тĕнчи, вĕсемпе икĕ тĕнчеллĕ Саратуштрă тĕнĕ кĕрешме хушать. Ирансен авалхи кульчĕсене пĕтĕмпех пĕтереймен, чи паллă турăшсем упранса юлнă. Çапла вара илемлĕ Ардви Сура юлнă, Анахита, хĕвел çути турриМитра, пуçа ӳсĕре яракан хаома та культра юлнă: ăна хатĕрлени те, ас тивни те халĕ парссен литургийĕн тĕп пайĕ шутланать. Саратуштрăн литературăри кăнарĕсем — гатсем.

Литературăра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Саратуштра пирки Европăра саралнă кăссай тăрăх нимĕç философĕ-çыравçи Фридрих Ницше «Саратуштра çапла каланă» хайла хатĕрленĕ. Статьяна 1929-1939 литература энциклопедин материалĕсене усă курса çырнă.

1896 çулта, Фридрих Ницшен «Саратуштра çапла каланă» хайлине вуласа нимĕç композиторĕ Рихард Штраус «Саратуштра çапла каланă» симфони поэмине калăпланă. Мусăк ĕçĕ програмлă, пĕр тăхтавсăр янракан тăххăр фрагментран тытăнса тăрать. Фрагментсен ячĕсене литература çăлкуçĕнчи хăшпĕр пайĕсенчен илнĕ. Симфони поэми вăтăр минута çити тăсăлать. Мусăк ĕçне чĕрĕк оркестр валли çырнă. Партитурăра çаплах орган тата чан янрать.

Саратуштра раççей рок-ушкăнĕсен юррисенче шăранать. «Алиса» ушкăнĕн «Красное на чёрном» («БлокАда» альбомĕ, 1987 çул, мусăкпа текст авторĕ — Константин Кинчев) юррин виççĕмĕш куплечĕ çапла вĕçленет:

И в груди хохотали костры,
И неслись к небесам по радуге слёз.
Как смиренье — глаза Заратустры,
Как пощечина — Христос!

«Крематорий» ушкăнăн «Весёлый ансамбль» («Мифология» альбомĕ, 2002 çул, текст автоорĕ Армен Григорян) юрăра çапла сăмахсем пур:

Как говорил Заратустра,
«Символ жизни — весы»,
То поцелуешь кого-то,
То дашь кому-то…

Саратштрăна «Пикник» ушкăн пĕр ятлă юррине («Мракобесие и Джаз» альбомĕ, 2007 çул, мусăкпа текст авторĕ — Эдмунд Шклярский) халалланă.
Саратуштр ăна «Fort Royal» ушкăн пĕр ятлă юрăна («Рокотанго» альбомĕ, 2010 çул) халалланă.

Рихард Штраус композитор «Саратуштра çапла каланă» композицине хайланă, унăн фрагменчĕпе «Что? Где? Когда?» кăларăмра усă кураççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ европа, çав шутра чăваш, йăлинче йышĕннă ят. Тĕсев: Саратуштра(ĕçлемен каçă) / Энциклопедия «Религия»
  • Саратуштра, "Авеста"
  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем"
  • Копелиович А., "Великие учителя человечества", "Простор" ж-л, 1992, №2.
  • Ф.Ницше, "Так говорил Заратустра".
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
Викицитатникре çак темăпа страница пур
Саратуштра