Сахалин чукун çулĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Сахалин чукун çулĕ | |
Тулли ячĕ: | Сахалин чукун çулĕ — УАО «РЧÇ» филиалĕ |
---|---|
Ӗç çулĕсем: | 1992— |
Патшалăх: | Раççей |
Управлени хули: | Кăнтăр-Сахалин |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | УАО «РЧÇ» |
Телеграф кодĕ: | Сах |
Хисеп кодĕ: | 99 |
Тасăлăвĕ: | 804,9 км |
Çулăн веб-сайчĕ | |
Сахали́н чукун çулĕ — 1067 мм колейăллă Сахалин утравĕн кăнтăр пайĕпе пыракан чукун çул.
Сахалин чукун çулĕ «УАО «РЧÇ»» филиалĕ шутланать.
Çулăн кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сахалин утравĕнче чукун çула тума Раççей-япони вăрçи (1904—1905) вĕçленсен пуçланă, ун чухне Портсмут килĕшĕвĕпе Сахалинăн кăнтăр пайĕ, 50-мĕш параллеле çити, Японие куçнă.
Корсаков — Кăнтăр-Сахалинск 42,5 км тăсăлăвлĕ, 600 мм анлăшлĕ вăрçă-хир ансăр чукун çулне хута янă. Унăн тĕп кирлĕлĕхĕ — çĕнĕ территоринче хăвăрт çирĕпленсе вырнаçасси. Каярах ăна ахаль япун колейине — 1067 мм — куçарнă. 1911 çулта 53,5 км тăсалăвлă Кăнтăр-Сахалинск — Стародубское çул туратне тăваççĕ. 1918—1921 çç. тапхăрĕнче Невельск — Холмск — Чехов — Томари чукун йĕрне ĕçе янă.
Утрав çинче нумай тоннель, вĕсене япун чукун çулĕсен габаричĕпе тунă. Утрав çинчи эксплуатацири пуйăссене Японире тунă — япун пăравусĕсемпе «Киха» дизель-пуйăсĕсем. Пассажир тата япала турттармалли вакунĕсем ахаль виçеллĕ колейăри пекех, анчах та урапа колейин анлăшĕ 1067 мм. Сахалин чукун çулĕ валли Людиново тепловус тăвакан завод гидропередачăллă ТГ16 тата ТГ22 тепловуссене ятарлă хатĕрленĕ.
Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ 1992 çул тĕлне 1072 км, 2006 çулта — 804,9 км пулнă. Дачное — Анива, Долинск — Стародубское тата ытти сайра усă куракан пайĕсене хупса çулăн тăсăлăвне кĕскетсе пыраççĕ.
Çул тавралăхĕнче йывăр климат (муссон, юр тăвăлĕсен тапхăрĕсем). Материкпа çыхăнма Ванино (Инçет Тухăç чукун çулĕ) — Холмск чукун çул паром каçăвĕпе усă кураççĕ. Япала куçарнă чухне вакунсен урапа аушмакне улăштараççĕ. Çакна пула чукун çулпа япала турттарассин хăй хаклăхĕ, материкрипе танлаштарсан, 10 хут нумайрах тухать.
2004—2005 çулсенче УАО «РЧÇ» йышăнăвĕпе Сахалин чукун çулен колейине 1520 мм анлăшне куçарма тытăннă. Çак ĕçе 2012 çулта (оптимист прогнозĕпе) вĕçлеме ĕмĕтленеççĕ. Çакна пула çулăн локомотивĕсене улăштарма тивет.
Çул çинче чукун çул техникин музейĕ (Кăнтăр-Сахалинск вокзалĕнче) вырнаçнă, кунти экспонатсем урăх çĕртре çук. Экспозицире: икĕ тĕнĕллĕ япун платформисем, япун юр тасатакан «Вадзима», 1954 çулта хатĕрленĕ çирĕм пиллĕк тоннăллă цистерна, 1948 çулта кăларнă D-51 япун пăравусĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей чукун çулĕсем | |
---|---|
Тухăç-Çĕпĕр • Горький • Инçет Тухăç • Байкал лешьен • Анăç-Çĕпĕр • Калининград • Красноярск • Куйбышев • Мускав • Октябрь • Атăлçи • Сахалин • Свердловск • Çурçĕр • Çурçĕр-Кавказ • Кăнтăр-Тухăç • Кăнтăр-Урал |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |