Мускав чукун çулĕ
Мускав чукун çулĕ | |
Ӗç çулĕсем: | 1953 çултанпа |
---|---|
Патшалăх: | Раççей |
Управлени хули: | Мускав |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | РЧÇ» |
Телеграф кодĕ: | Мск Орёл, Курск, Брянск, Улатимĕр, Пенза облаçĕсем. |
Хисеп кодĕ: | 17 |
Тасăлăвĕ: | 8984 км. |
Çулăн веб-сайчĕ | |
Мускав чукун çулĕ — Вар Раççейĕн пайĕнчи (Брянск, Калуга, Курск, Липецк, Мускав, Орёл, Кисан, Смулен, Тулă облаçĕсем, Мускав хули, хăш пайĕсем — Мордови Республикинче, Улатимĕр тата Пенза облаçĕсем) чукун çулсене йĕркелесе тытса тăракан чукун çул. 1959 çулта йĕркеленĕ, халĕ — УАО «Раççей чукун çулĕсен» филиалĕ.
Çул çинче 634 чарăнăвĕ, эксплуатаци тăсăлăвĕ — 8984 километр. Ӗçлекенсен йышĕ — 124079 çын (2005).
Чукун çул управленин адресĕ: 107140, Мускав, Краснопрудная ур., 20. Пуçлăхĕ — Старостенко Владимир Иванович.
Çак çулпа çĕршыври кашни тăваттăмĕш пассажир тата çĕршыври хулаçум турттарăвĕпе кашни иккĕмĕш çынна турттарать. Мускав чукун çул таврашĕнче Раççей халăхĕн 27 проценчĕ пурăнать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1861 çулта Мускавран Петушкине, Мускавран Чулхулана пĕрремĕш пуйăса Чулхула ярмăрккине янă.
- 1862 çулта Сергиев Посада çити пуйăссем куçма тытăнаççĕ. Çак çула (Ярославль йĕрĕ) тăвас ĕмĕт промăç усламçин Иван Мамонтов — Савва Мамонтов паллă меценатăн ашшĕн — пуçĕнче çуралнă.
- 1862—1865 çулсенче Воскресенскпа Коломна урлă пыракан Кисан йĕрне тунă.
- 1866—1868 çулсенче Серпухов — Тулă — Орёл — Курск йĕрне ĕçе янă.
- 1870 çулта Александрова çити Сергий Посачĕ урлă тата Смулена Можайск урлă йĕрсене тунă.
- 1880 çулта çул тытăмĕнчи чукун çул йĕрĕсен тăсăлăвĕ 2000 км ытла иртнĕ.
- 1899 çулта Мускав — Сухиничи — Брянск йĕне хута янă.
- 1900 çулта Савёлово çинелли йĕре тунă.
- 1901 çулта Шаховская çине йĕр хунă.
- 1908 çулта 54 км тăсăлăвлĕ Кĕçĕн ункине (Çавра чукун çул) протяженностью.
- 1912 çулта Черусти çине йĕр хывнă.
- 1929 çулта Мускав çулĕнче пĕрремĕш пайне: Мускав — Мытищи — электрифициленĕ.
- 1936 çулта Люблино-Сортировочная чарăнăвĕнче СССР-та пĕрремĕш механизациленĕ сортировочная горка тунă.
- 1943— 1960 çулсенче 558 км тăсăлăвлă Пысăк çавра ункăна туса хунă.
- 1959 çулта хальхи Мускав чукун çулне 6 чукун çула: Мускав-Кисан, Мускав-Курск-Донбас, Мускав-Çавра, Мускав-Кейӳ, Калинин тата Çурçĕр чукун çулĕсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ.
- 1966 çулта вăл Ленин орденне тивĕç пулнă.
- 2005 çулта ăна хăй тытăмлă предприятирен УАО «Раççей чукун çулĕсем» филиалне куçать.
Мускав чукун çулĕн тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускав чукун çулĕн тытăмне кĕреççĕ:
- ертӳçлĕхĕ (пуçлăх, çумĕсем, тĕп инженер, тĕп бухгалтер, этем пĕрлĕхлĕхĕпе çухăну хĕсмечĕ)
- тытăм пайĕсем (Инçе çул дирекцийĕ, Çул юсав дирекцийĕ, Дорожный центр фирменного транспортного обслуживания, Информаци-шутлав центрĕ, Локомотив хуçалăхĕ, Энерги тивĕçтерӳ хĕсмечĕ)
- пăхăну предприятисем (уйрăмсем, вокзалсем тата урăххисем)
МЧÇ уйрăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мускав чукун çулĕн Брянск уйрăмĕ
- Мускав чукун çулĕн Мускав-Курск уйрăмĕ
- Мускав чукун çулĕн Мускав-Кисан уйрăмĕ
- Мускав чукун çулĕн Мускав-Смулен уйрăмĕ
- Мускав чукун çулĕн Орёл-Курск уйрăмĕ
- Мускав чукун çулĕн Смулен уйрăмĕ
- Мускав чукун çулĕн Тулă уйрăмĕ
МЧÇ вокзалĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Белоруси вокзалĕ
- Хусан вокзалĕ
- Кейӳ вокзалĕ
- Курск вокзалĕ
- Павелец вокзалĕ
- Рига вокзалĕ
- Ярославль вокзал
- Савăл вокзалĕ
МЧÇ урăх предприятисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]МЧÇ хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]МЧÇ хуçалăхĕ 2005 тĕлне:
- электровоз паркĕ— 868 виçе, тепловоз — 1132 виçе,
- 21 локомотив деповĕ,
- 11 моторвакун деповĕ,
- 17 япалда вакун деповĕ,
- 36 çул дистанцийĕ,
- 16 машин çул чарăнăвĕ,
- 22 сигнализаципе çыхăну дистанцийĕ,
- 19 электроснабжени дистанцийĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мускав чукун çулĕн официалла сайчĕ
- МЧÇ предприятисем 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- О Мускав чукун çулĕ УАО РЖД сайтĕнче
- Мускав чукун çулĕн схеми 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Раççей чукун çулĕсем | |
---|---|
Тухăç-Çĕпĕр • Горький • Инçет Тухăç • Байкал лешьен • Анăç-Çĕпĕр • Калининград • Красноярск • Куйбышев • Мускав • Октябрь • Атăлçи • Сахалин • Свердловск • Çурçĕр • Çурçĕр-Кавказ • Кăнтăр-Тухăç • Кăнтăр-Урал |