Контент патне куҫ

Тăмланă шаршан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тăм-пуленке (çаплах Кордвуд) — экоçуртйĕртăвăмра усă курмалли меслет. Çурнă вут пуленкисене хуппинчен уйăрса, цемент е тăм çăрни çине хурса, хăш чухне улăм е лăсă хушса, хӳме тăваççĕ.

Пуленке вĕçĕ курăнакан хӳме.
Çаврака фундамент çине лартнă кордвуд.

Ăнлантарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тăм-пуленке çурчĕ

Хӳмери пуленкесем тăм хĕрринчен 2—3 см тухаççĕ. Сарлакăшĕ сивĕ климатра, вăтамран 40—60 см, хăш чухне 90 см, çитет.

Хӳмен 40—60% калăпăшĕ йывăçран, ытти — çăрма тата изоляци материалĕ.[1] Иккĕ тĕслĕ тăваççĕ: Талкăш тата Акшар-изоляци.

Çурт-йĕре талкăш меслечĕпе тăвас чухне изоляци материалĕ вырăнне яланхилле 80% пăчкă пăхĕ, вĕтетнĕ хут, хаçат тата 20% çăрма илеççĕ.

Тăмланă шаршанран тунă çурт-йĕре X ĕмĕрте тунă, вĕсен ишĕлчĕкĕсене Грецире тата Çĕпĕрте тупнă. Халĕрех тунисем Европăра, Азире тата Америкăра тĕл пуласçĕ. Çак меслете хăçан хута янине пĕлме çук. Çапах та, вăрманра пурăнакан çынсем кăвайтпа шаршан хушшинче хӳмесем тума пултарнă, темелле.[2]

Конструкци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Типсе ӳкнĕ йывăç пуленкисене уса кĕртеççĕ, вăрманлă вырăнсенче çакă питĕ перекетлĕ шутланать. Вăрман каснă вырăнсенче чылай материал тупма пулать, çаплах типнĕ вутта, кивĕ юпасене (креозотсăр) яма юрать.

Йывăç хуппине вистемелле. Ласăллă йывăç материалĕ пахарах, çаплах каврăç, вĕрене, юман лайăх шутланать.

Тăм, тислĕк, улăм е хыр лăсси е 1:1 (1:2) пропорципе çăрнă тăмпа хăйăр — Раççейре усă куран материал.

Çаплах Роберт Рой сĕннĕ меслет пур. Çав çарма 9 пайран тытăнса тăрать: 9 пай хăйăр, 3 пай пăчкă пăхĕ, 3 пай çурт тумалли акшар (ял хуçалăх ĕçĕнчи мар), 2 пай портландцемента. Пăчкă пăхне çемçе йывăçăнне 1,2 см ытла мар виçеллине илеççĕ те шывра ислетеççĕ, вăл вара типсе пыран çăрмана нӳрĕк парса тăрать, çапла ĕнтĕ хӳмере хушăк юлмасть. Хăш чух пăчкă пăхе вырăнне цемента чаракан хутăша та яраççĕ. Акшар хӳмене сывлаттарать, хăйн хăй тӳрленме май парать. Цемента хытма вăхăт чылайкирлĕ. Портландцемент çăрмана çыхать, унăн иккĕ класс — I тата II.[3]

Çурт хăпартни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурт лартас умĕн малтанах тăпра йывăр хӳмене чăтма пултараять-ши тесе тĕрĕслемелле.

Ӳкнĕ йывăçсен хуппине кĕреçепе, ийĕпе çуркунне тасатаççĕ.



Çурнă пуленкене хумалла, мĕншĕн тесен вĕсен хушшине çăрма лайăхрах вырнаçать.

Çурта тӳрĕ кĕтеслĕ никĕс çинче хăпартнă чухне пуленкесен кашни ретне малтанхине перпендикулярлă хумалла.

Çурта туса пĕтернĕ май хăш чухне пысăках мар хăмасем пе çӳллĕшне танлаштараççĕ, тĕкине вĕçлеççĕ.

Тепĕр чухне хӳмене «тĕтреллĕ кантăк эффекчĕ» кĕртме кĕленче те лартаççĕ.

Тăм-пуленке çурта типĕ тытас тĕллевпе тăррине козырёкпа (30—40 см) анлăлатаççĕ. Çилпе типĕнсе тăракан пуленке кучĕсем чылай хушă лайăх тăраççĕ. Хăшпĕр çурт хуçисем пуленке вĕçĕсене йĕтен çăвне сĕреççĕ. Вăхăт ирнĕçем пуленкесем кăштах паталанаççĕ, ăна вара çăрма е сăмала сĕреççĕ.[4]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Snell, C. & Callahan, T. (2005). Building green. Lark Books: NY.
  2. ^ Roy, Rob (1980), Cordwood masonry houses, Sterling Publishing Co., Inc.: NY.
  3. ^ Roy, Rob (June/July 2003), The charm of cordwood construction, Mother Earth News.
  4. ^ McClintock, M. (1984), Alternative housebuilding, Grolier Book Club: NY.