Контент патне куҫ

Тайăр Тимкки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Семёнов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Тайăр Тимкки
Çуралнă чухнехи ят: Семёнов Тимофей Семёнович
Çуралнă вăхăт: 1889, кăрлач, 27
Çуралнă вырăн: Шемек ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1917, раштав, 8
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, публицисчĕ, тăлмачĕ.
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Семёнов Тимофей Семёнович (1889, кăрлач, 27, Шемек ялĕ, Пăва районĕ, Хусан кĕпĕрни1917, раштав, 8, ) — чăваш сăвăçи, публицисчĕ, тăлмачĕ.[1]

Тайăр Тимкки 1889 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ) Шемек ялĕнче, хресчен килйышĕнче çуралнă.

Ача чухнех вăл тăлăха тăрса юлнă. 1902 çулта Тайăр Тимкки Кÿренти[2] икĕ класлă шкула, çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет.

Тимкка çамрăклах Пушкин, Лермонтов хайлавĕсене вулама кăмăлланă. Чернышевскипе Некрасов кĕнекисем пулас поэта тĕнчене тĕрĕсле сăнаса уçма пулăшнă, халăх хĕн-хур тӳсниине тĕплĕн çутатса пама хавхалантарнă. Тайăр тăван халăха çутта кăларассишĕн ĕçлессине пысăк вырăна хунă. Унăн малтанхи «Çутта тухасчĕ!» новеллинчи тĕп паттăрĕ хăй пурнăçĕ пирки каласа парать. Вăл умри пысăк йывăрлăхсене пăхмасăр, çутта тухасшăн ăнтăлать.

Тайăр ăста тăлмач пулнă. Вырăссен юррисене чăвашла чылай куçарнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • “Сăвăсемпе калавсем”,
  • “Чаплă вилĕм юрри”,
  • “Шухăш”.
  • Поэтăн 125 çулне уявлани[3]

Альтернативлă хаклавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Акă пĕри, чăвашла май пур çĕртех вырăсла çыраканскер, мĕн тет:

  • Петров, К. К. Тайăр: Роман–хроника / К. К. Петров. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1976. – 280 с.
  • Петров, К. К. Тайăр Тимкки поэт–революционер / К. К. Петров. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1967. – 108 с.: ил.
  • Артемьев, Ю. Тайăр Тимкки // Артемьев, Ю. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури / Ю. Артемьев. – Шупашкар, 1992. – С.20–38.
  • Артемьев, Ю. Тайăр Тимкки // Артемьев, Ю. Ĕмĕр пуçламăшĕ / Ю.Артемьев.– Шупашкар, 1996. – С.24–44. – Библиогр.: С.289.
  • Воронцов, Г. Революци çулăмĕпе туптаннă / Г. Воронцов // Тăван Атăл. – 1988. – № 1. – С.64–66.
  • Долгов, В. Тайăр Тимкки / В. Долгов // Тайăр, Т. Сăвăсемпе калавсем / Т. Тайăр. – Шупашкар, 1944. – С.3–16.
  • Eгоров, В. Виçесĕр хитрелетме кирлĕ мар / В. Eгоров // Тăван Атăл. – 1999. – № 2. – С. 68–69.
  • Eгоров, В. Тайăр куçарăвĕсем / В. Eгоров // Ялав. – 1997. – № 2. – С.119–121.
  • Иванов, Н. Тăвăл йыхравçи // Иванов, Н. Поэт сипечĕ / Н. Иванов. – Шупашкар, 1982. – С.64–68.
  • Петров, К. Тайăр: ”Ырă усала çĕнтерĕ” / Константин Петров // Хыпар. – 1999.– 2 нарăc.
  • Репин В. Тайăр Тимккин сылка хыççăнхи шăпи / В. Репин // Ялав. – 1980. – № 11. – С.26–27.
  • Юмарт, Г. Кĕрешÿ юрăçи / Геннадий Юмарт // Тантăш. – 1999. – 28 кăрлач (№ 5). – С. 5.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]