Йăвашав
Йăвашав
|
Йăвашав — Тутарстанри Пăва районне кĕрекен ял. Историлле вырăс ялĕ шутланать. Хальхи вăхăтра унта вырăссем пуррипе çукки паллă мар.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пăва хулинчен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пилĕк çухрăмра, Хырла шывĕн сулахай çыранĕнчи пĕчĕк хырлăх урлă, вырнаçнă. Паллах, Сĕве те аякра мар, юнашарах.
Халăх йышĕ ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2002-мĕш çулта ялта 11 çын, 2010-мĕш çулта 9 çын пурăннă. Тутарла Википедире хальхи вахăтра çапла каланă:
Ҫӑлкуҫри текст(тутар.)1960-1980 елларда руслар барысы да шәһәрләргә күчеп китәләр, биредә бары тик күрше авыллардан күчеп килгән татарлар һәм чуашлар гына кала. Соңрак аларның да бер өлеше үз авылларына кире кайта.<Куçару: 1960-1980-мĕш çулсенче вырăссем пурте хуласене саланса пĕтнĕ, кÿршĕ ялсенчен килсе вырнаçнă тутарсем тата чăвашсем çеç юлнă. Вĕсенчен те пĕр пайĕ каялла хайсен ялесене тавраннă.>
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тиххăн Петĕрккин "Кушкă ачи" хайлавĕнче Йăвашав ялне асăннă вырăнсем пур. Çавсене илсе кăтартатпăр.
Йăвашав пысăк ял. Андрей Егорович Головинский пуян улпут. Ун хура çĕрĕсем, вăрманĕсем, çаранĕсем Сĕве тăрăх тăсăлнă, Кӳрен патнех çитнĕ. Мал шухăшлă çын, Герцен тусĕ, хресченсемпе чиперех килĕштернĕ, каярахпа, 1861 çулхи реформа хыçĕнчен, утмăлтан иртнĕ пулсан та, мировой посредник пулса ĕçлет, хресченсемпе улпутсен тавлашĕвĕсенче хресченсен майлă пулать. Головински ывăлĕ Василий Андреевич крепостла йĕркесене хирĕç тăнă, ăна Петрашевский кружокĕнче пулнăшăн намăс, юпи çумне тăратнă, вĕлермелле пулнă, салтаксем пăшалĕсене йăтса тĕлленĕ вăхăтра ырă патша «каçарса» ссылкăна ямалла туни çинчен пĕлтереççĕ. Каярахпа ирĕке тухнă хыççăн Чĕмпĕрте ваккатра ĕçлет, судсенче чухăнсене яланах укçасăр хӳтĕлет[1].
Хура халăх Пăва уесĕнчи Йăвашав улпутне çеç, Андрей Егорович Головинские, ырă ятна асăнать. Клавасене Пăвана пухсан, Кĕркури çав улпута курнăччĕ, килĕшнĕччĕ вăл Кĕркурие. Ăна ытти улпутсем юратсах кайманни çинчен сăмах çӳрет, курайманнипе-тĕр. Иван çуралнă çул выçлăх пулнă. Кушкă çыннисем çав улпутран тырă кивçен илсе вилĕмрен хăтăлса юлнă. Тепĕр çул, тыррине тавăрма пырсан, Головинский чăвашсене хăваланă, юрлă пурăнаканнисенчен тыррине илмен[2].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Шупашкар, 2002. 192 с.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Йăвашав. 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Йăвашав пирки кĕске информаци.
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |