Тактовик
Тактовик — тоникăлла сăвă тĕсĕсенчен пĕри[1]. Сăвăра пусăмлă тата пусăмсăр сыпăксем черетленеççĕ. Вăл шутра кунашкал черетленÿ регулярлă мар та пулма пултарать. Урăхла каласан, пусăмлисен хушăкĕнчи пусăмсăррисен шучĕ ылмашăнать. Çав шут 1,2 пулсан — вальă теççĕ. Хушăк 1,2,3 пулсан — тактовик. Хушăк 0,1 е 0,1,2 пулсан — каллех тактовик. Çапла вара улшăнăвăн амплитуди кунта — 2 темелле.
Тактовик мĕнне ăнланма Çеçпĕл Мишшин «Пурнăçпа вилĕм» сăвви пулăшма пултарать.
Акă унăн иккĕмĕш çаври:
Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен... — U — U U — U U —
Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен. — U U — U U — U —
Вилнĕ çын тăпри вăл, çав тăпра, — U — U — U U U —
Ырă çынни вилнĕ вăрçăра. — U U — U U — U U —
Кунта пусăмсен чиккинче пĕр тĕлте виçĕ сыпăклă хушăк та курăнать. Çакă сăввăн çеммин ахаль вальăран тактовик патнелле куçас туртăм пуррине пĕлтерет-ха ĕнтĕ. Çапах та сăвва пĕтемпех илсен, унта пурпĕрех вальă ăслайĕ малта тăрать. Çавăн пекех «хирте», «тăпри» сăмахсенче, сăввăн малтанхи сулăмне сыхласа хăварас тесен, пусăма пĕрремĕш сыпăксене лартма тивнине шута илнĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тактовик // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 1057—1058 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
- Тактовик // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 395. — 509 с. — 300 000 экз.
- Тактовик // Квятковский А. П. Поэтический словарь. М., 1966, с.295-299.
- Тактовый стих // Сельвинский И. Л. Студия стиха. М., Советский писатель, 1962. С. 59-92.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Гаспаров М. Л. Русский стих начала XX века в комментариях. М., 2001, с.153.
Метрикăлла (силлабо-тоникăлла) тата квантитативлă сăввăн ăнлавĕсем | |
---|---|
Амфибрахий • Анапест • Акаталектика • Анакруса • Анкепс • Арса • Биметр • Гиперкаталектика • Дактиль • Диподи • Икт • Карт • Каталектика |